Дмиитрий МОИСЕЕВ

17 Пуш, 2017

Халăха сĕт хакĕ чакни пăшăрхантарать

Сĕт хакĕ мĕншĕн чакать? Интернет хăвăртлăхне вăйлатма çук-ши? Карас çыхăнăвĕ мĕне кура япăхланчĕ-ши? Çÿп-çапа малашне ăçта ăсатмалла?.. Ял çыннине паян тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать.

3 Пуш, 2016

Елена СВЕТЛАЯ: «Çыннăн ĕмĕтленмелле, анчах питĕ асăрханса»

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕн-че Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн пайташĕсем черетлĕ сCезда пухăнчĕç, çĕнĕ ертÿçе суйларĕç.

14 Кăрлач, 2016

2015 çул мĕнпе асра юлчĕ?

Раççейшĕн пĕрре те çăмăл пулмарĕ хыçа юлнă 2015 çул. Тĕпрен илсен, экономика кризисĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене парăнтарма тиврĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуш уйăхĕнче тÿре-шара шалăвне 10 процент чакарма хушу кăларчĕ. Хĕвеланăçри çĕршывсем санкци хыççăн санкци кĕртрĕç. Пĕр енчен, ку пирĕншĕн усса кăна кайрĕ. Раççей чикĕ леш енчен хатĕр тавар кÿрсе килес вырăнне пĕчĕккĕн хăй туса кăларма тытăнчĕ.

14 Кăрлач, 2016

Вырăнти тÿре-шара асаплантарсан та Тăван çĕршыва питĕ юратнă «кулак»

Эсир асăрханă-и? Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче кулаксен йышне кĕртнĕрен шар курнисен йăхĕнчисемех çĕнĕ саманара ура çине çирĕп тăчĕç, кил-çуртне хăтлăлатрĕç, чылайăшĕ харпăр ĕç пуçарса аталанчĕ. Тĕлĕнме кирлĕ мар - вĕсенчен ытларахăшĕн тар тăкса ĕçлесси, мула пĕрчĕн-пĕрчĕн пухасси юнра.

24 Раштав, 2015

Туристсене йыхравлар: “Чăвашалла"

Раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Çамрăксем - Чăваш Енĕн вăй-халне шеллемесĕр ĕçлеме пултаракан йышĕ» ятпа анлă форум иртрĕ. Чăваш Республикин Çамрăксен правительствин тĕллевĕ пархатарлă: хастар яшсемпе хĕрсем тантăшĕсене экономикăпа социаллă пурнăç, политика ĕçĕ-хĕлне хутшăнтарасшăн.

Pages