Дмиитрий МОИСЕЕВ

3 Авăн, 2015

Вăл мирлĕ тÿпере вĕçме ĕмĕтленнĕ, анчах вăрçă пуçланнă...

Улатăр районĕ Совет Союзĕн 14 Геройне хăйĕн сăпкинче лăпкаса ÿстернĕ. Чăваш Республикинчи урăх пĕр районтан та ун чухлĕ паттăр тухман. Чи сумлă ята тивĕçнисенчен пĕри Петр Макаров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Гитлер эшкерĕсене, вĕсен çурт-хуралтипе çар техникине тĕп тума тÿпене 178 хут хăпарнă.

20 Çурла, 2015

Танкра пилĕк хут çунсан та чĕрĕ юлнă

Пăрачкав районĕнчи Кудеиха салинче çуралса ÿснĕ Федор Артемьева 1945 çулхи февраль уйăхĕн 27-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Унпа пĕрлех Ленин орденĕпе тата «Ылтăн Çăлтăр» медальпе чысланă.

14 Çурла, 2015

Чăваш кăларăмĕсем - «Çырăнтару лидерĕ» çĕнтерÿçисем

«Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан «Çамрăксен хаçачĕн», «Хресчен сасси» хаçатăн тата «Тăван Атăл» журналăн редакцийĕсене Мускавра Дипломпа наградăларĕç.

13 Çурла, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” редакцине Раççей шайĕнче чысларĕç

Çĕршыври регионсенче тухса тăракан 10 пичет кăларăмĕ кăна 2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли вулакансен йышне хушма пултарнă. Вĕсенчен виççĕшĕ /!/ - Чăваш Республикинче пичетленекен кăларăмсем. Вĕсенчен пĕри, - "Çамрăксен хаçачĕ". Унсăр пуçне "Хыпар" Издательство çурчĕн "Хресчен сасси" хаçачĕпе "Тăван Атăл" журналĕ те çак наградăна тивĕçрĕç.

13 Çурла, 2015

Икĕ хусах хĕл каçакан ялта

Журналистсене ури ăçта кăна илсе çитермест-ши, мĕн кăна кăтартмасть-ши? Нумаях пулмасть вăл пире Çĕрпÿ районĕнчи Çĕнĕ Акчурана çитерчĕ. Тĕлĕнмелле ял. Кăнартан инçех те мар вырнаçнăскере çăтмахпа та танлаштарма пулать. Ялăн пĕр енче вăрман кашлать, унта кăмпа та, çырла та туллиех. Урам варринчех пĕве илемĕпе илĕртет. Кил-çурт умĕсем таса, тирпейлĕ. Кунта мулкачсемпе тилĕсене те курма пулать. Анчах Çĕнĕ Акчурара икĕ хусах çеç хĕл каçать. Ахăртнех, çакă ял пурнăç аталанăвĕнчен юлнипе çыхăннă. Унта çутçанталăк газĕ те çитмен, шыв пăрăхĕ те хуман. Яла асфальт çул мар, сукмак çеç илсе çитерет.

Pages