Халăха сĕт хакĕ чакни пăшăрхантарать
Сĕт хакĕ мĕншĕн чакать? Интернет хăвăртлăхне вăйлатма çук-ши? Карас çыхăнăвĕ мĕне кура япăхланчĕ-ши? Çÿп-çапа малашне ăçта ăсатмалла?.. Ял çыннине паян тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать.
Çавăнпах Чăваш Енре уйăхра пĕрре Пĕрлехи информаци кунне ирттереççĕ. Республикăри министерство-ведомство ертÿçисемпе çумĕсем, предприяти-организаци пуçлăхĕсемпе çумĕсем тĕрлĕ района тухса ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусене хуравлаççĕ, вырăнтах татса пама май çуккисене тивĕçлĕ органсене çитереççĕ. Халăхпа çак майпа хутшăннине ырламалла кăна. Вырăна тухса ял-йышпа куçа-куçăн тĕл пулса ыйтса пĕлнинчен лайăхраххи мĕн пултăр? Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче республикăра 370 тĕлпулу йĕркеленĕ, вĕсене 10 пине яхăн çын хутшăннă. Пĕр кунра тĕрлĕ министерство-ведомствăна 200-е майлă ыйту панă. Вĕсене вăхăтра тата тивĕçлĕ татса парассине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй сăнаса-тĕрĕслесе тăрать.
Эпир, ЧР конкуренци политикипе тариф службин ертÿçи Марина Кадилова, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Татьяна Иванова тата çак йĕркесен авторĕ, Канаш районĕнче пултăмăр. Тĕлпулусенче кун йĕркинчи ыйтусене — республика çураки ĕçне епле хатĕрленнине, «Ачасем ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акцийĕ епле пынине, юлашки вăхăтра Пенси фончĕн, социаллă пулăшу центрĕн ĕçченĕ пек кăтартса килĕрен киле çÿресе çынсене улталанă, телефон, банк картти, Интернет, пĕлтерÿсен сайчĕ урлă шăнман пăр çине лартса хăварнă тĕслĕх нумайланнине — халăхпа пĕрле сÿтсе яврăмăр. Йăлмаччара пурăнакансем ялта нумаях пулмасть ФАП хута кайнăшăн, Хĕрарăмсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ тĕлне Чăваш наци телекуравне курма май туса панăшăн хĕпĕртетнине палăртрĕç, çав вăхăтрах ялта пĕрле пухăнса уявсем ирттерме çитес вăхăтрах клуб туса парасса шанинне пĕлтерчĕç. Анчах нимрен те ытла вĕсене сĕт хакĕ куллен чакни кулянтарни паллă пулчĕ. «Иртнĕ эрнере кăна 26 тенкĕпе пуçтаратчĕç, паян хака 20 тенке çитерчĕç. Юр та ирĕлсе пĕтмен, курăк та шăтман. Малашне мĕн пулĕ?» — терĕç лавкка умне пуçтарăннă çынсем. Паллах, ку ыйту паян хускалнăскер мар. Апла пулин те райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Валентина Алантьева сĕт пуçтаракансем ку тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе калаçса татăлманнине ФАС управленийĕ урлă уçăмлатассине пĕлтерчĕ.
Татмăш çыннисене вырăнти çулсем япăхланни пăшăрхантарать: «Шкул автобусĕн йĕркеллĕ çÿреме май пултăрччĕ». Çулсем çинчи шăтăк-путăка Михаил Игнатьев çу уйăхĕн вĕçĕччен сапласа пĕтерме хушнине пĕлсен ял çыннисем хăпартланчĕç. Апла пулин те ыйтусем тата пачĕç. Карас çыхăнăвĕ татăла-татăла кайни, Интернет хăвăртлăхĕ чакни пăшăрхантарать вĕсене. Паллах, ял-йыша ăнланма пулать. Паянхи кун телефона алла тытмасăр, Интернетпа усă курмасăр чылайăшĕн пĕр кун та иртмест. Çак тата ытти вун-вун ыйтăва яваплă органсем ака уйăхĕнчи Пĕрлехи информаци кунĕччен хуравлĕç.
Дмитрий МОИСЕЕВ