Дмиитрий МОИСЕЕВ

7 Çу, 2015

Хусан çийĕн вĕçрĕç тĕрĕксен янравлă сăввисем

Азербайджанăн тĕп хулинче Бакура иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнче пулса курнăранпа вăхăт нумай та хыçа юлмарĕ - шăпа Хусанта апрель уйăхĕн вĕçĕнче йĕркеленнĕ çакнашкал фестивале илсе çитерчĕ. Пытармăп, литературăпа, журналистикăпа çыхăннă кашни мероприятиех пысăк хавхаланупа хутшăнатăп.

2 Ака, 2015

Чăвашсене мухтаççĕ, паллă çыннисенчен тĕлĕнеççĕ

2014 çул вĕçĕнче "Хыпар" Издательство çурчĕ ырă йăла пуçарчĕ. Чăваш хаçат-журналне кăларса тăракансем республикăри темиçе районта ял çыннисемпе куçа-куçăн курса калаçрĕç. Муркашпа Йĕпреçре те, Вăрмарпа Вăрнарта та, Елчĕкре те питĕ ăшпиллĕ иртрĕç тĕлпулусем.

19 Пуш, 2015

“Халăх мана шаннине туятăп”

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе тĕл пулчĕ. Йăлана кĕнĕ пекех, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, юлашки вăхăтра тунă ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ.

12 Пуш, 2015

Финанс кризисĕ мар, халăх ăс-хакăлĕн кризисĕ хăрушăрах

Февралĕн 21-мĕшĕ, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ, хыçра ĕнтĕ. Апрелĕн 25-мĕшĕччен, Чăваш чĕлхи кунĕччен, вăхăт самай. Çапах манăн паян атте-анне чĕлхипе çыхăннă ыйтусенех хускатас килет. Мĕншĕн? Сăлтавĕ çук мар. ЮНЕСКО тĕпчевçисем чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен йышне кĕртнĕренпе ултă çул хыçа юлчĕ.

12 Пуш, 2015

Тантăшĕсем тăвайккинче ярăннине чÿречерен çеç сăнайнă

Федот Никитич Орлов... Совет Союзĕн Геройĕ, летчик. Унăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ çинчен Аркадий Ĕçхĕл çырнă "Ăмăрткайăк" поэмăна, хăй аса илсе хайланă "Юрататăп Тăван çĕршыва" кĕнекене эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вуланăччĕ. Каярахпа Василий Эктелĕн "Пархатар" романĕпе паллашрăм. Халĕ, чăвашсен мухтавлă арĕ çинчен хаçатра çырма хатĕрленнĕ май, вĕсене алла тепĕр хут тытрăм. Ача чухнех пуçа пăраланă ĕмĕтсем - паттăрăн тăван ялне çитсе тата вăл пурăннă çурт-хваттере кĕрсе курасси - тинех пурнăçланчĕç.

Pages