Дмиитрий МОИСЕЕВ

24 Раштав, 2015

Олег атте çĕр-çĕр çынна ăшшăн йышăнать

Унта йытăлла улаççĕ, кушакла мăрлатаççĕ, автанла авăтаççĕ... Хĕрарăмсем арçын сассипе кăшкăрашаççĕ, усал сăмахсем каласа йĕреççĕ, хăсаççĕ, йăваланаççĕ... Çакă йăлтах Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Чакă ялĕнче вырнаçнă Михаил архангел чиркĕвĕнче пулса иртет.

3 Раштав, 2015

"Çамрăксен хаçачĕ" 90 çулхи юбилейне паллă тăвать

1925 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче "Канаш" /халĕ "Хыпар"/ хаçат редакцийĕ тăрăшнипе "Çамрăк хресчен" кăларăмăн пĕрремĕш номерĕ пичетленнĕ. "Çамрăк хресченĕн" пĕрремĕш редакторĕ Дмитрий Исаев /Аврель/ пулнă. Кăларăмăн малтанхи номерĕсем 1500 экземплярпа саланнă. "Çамрăк хресчен" ятпа тухса тăма пуçланнă хаçатăн ячĕ темçе те улшăннă: 1930-1937 çулсенче - "Çамрăк колхозник", унтан - "Çамрăк большевик".

26 Чÿк, 2015

Ывăлĕ те сцена çине туртăнать

Шкула çÿреме пуçличченех сцена çине тухнă, кăштахранах тĕрлĕ конкурса хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартнă пулин те Анна Кудряшова ÿссен тухтăра вĕренме ĕмĕтленнĕ. Çапах алла аттестат илсен шухăшне тăрук улăштарнă - И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнерпе графика факультетне кĕнĕ.

19 Чÿк, 2015

Чăваш юмахĕсемпе халапĕсене турккăлла куçарать

Тĕлĕнмелле мар-и? Хăшĕ-пĕри ачисене тăван чĕлхепе калаç­тармасăр, «Чăваш чĕлхи Канашран иртсен тек кирлĕ мар», - тесе сăмса каçăртса каппайланса çÿренĕ вăхăтра ытти халăх çыннисем пирĕн çепĕç чĕлхемĕрпе интересленеççĕ, йăла-йĕркене тĕпчеççĕ, историпе культурăна тишкереççĕ.

19 Чÿк, 2015

Тăрăм тăрăхĕнче ĕне шучĕ ÿсет

«Ĕне пуррин сăй та пур», - тет чăваш. Мĕн авалтанпах ял-салара пурăнакана çак выльăх тăрантарнă. Хуçалăхра ĕне пулсан сĕтел çинче сĕт-çу та, аш-пăш та, кĕсьере тыткаламалăх укçа та пур. Елчĕк районĕнчи Тăрăм ял тăрăхĕнчи Тăрмăш, Хĕрлĕçыр, Тип Тимеш ялĕсенче сăвакан ĕнесен шучĕ ÿснĕ кăçал.

Pages