- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш юмахĕсемпе халапĕсене турккăлла куçарать
Тĕлĕнмелле мар-и? Хăшĕ-пĕри ачисене тăван чĕлхепе калаçтармасăр, «Чăваш чĕлхи Канашран иртсен тек кирлĕ мар», - тесе сăмса каçăртса каппайланса çÿренĕ вăхăтра ытти халăх çыннисем пирĕн çепĕç чĕлхемĕрпе интересленеççĕ, йăла-йĕркене тĕпчеççĕ, историпе культурăна тишкереççĕ. Америкăран Катя Линдси Шупашкара килсе чăвашла калаçма хăнăхрĕ, Украинăра пурăнакан Артем Федоринчик пирĕн чĕлхене тарăннăн вĕренчĕ те халĕ тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене чĕлхе пĕлĕвне хăй дистанци мелĕпе парать. Тутарстан чăвашне Александр Савельева качча тухнă вырăс хĕрĕ Мария ав Мускавра пурăнсан та Чăваш Ене килсе чаплă мероприятисем ирттерет. Чăваш халăх йăли-йĕркипе культурине килĕштернĕренех Францири Парижра пурăнакан Ольга Николаевăпа пĕрле «Аптăра-фест» пуçарса ячĕ вăл. Урăх халăх çынни пулсан та чăвашлăхшăн хыпса çунакансене малалла та асăнма пулать. Паян манăн «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене Турцири Эдирне хулинче пурăнакан Джемалеттин Явузпа паллаштарас килет. Чăвашсемпе мĕн çыхăнтарать ăна? Малалла вулас...
Комментари хушас