"Çамрăксен хаçачĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

89 çулти Федосия Яковлевăпа 65 çулти Николай Яковлев, амăшĕпе ывăлĕ, Шупашкарта икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаççĕ. Федосия Павловна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн Ростов облаçне куçса кайнă.

Ир такăнсан каçченех теççĕ. Эпĕ сакăр çулта чухне анне вилчĕ, хытах хуçса хăварчĕ вăл пире. Унпа пĕрле манăн телейĕм те çухалчĕ. Тем тесен те, хĕр ачана амăшĕ кирлĕ. Тепĕр çулталăкран атте Етĕрне районĕнчен хĕрарăм илсе килчĕ.

Рубрикăна малалла тăснă май вулаканăмăрсене «РОНДО» ташă шкулĕн ертÿçин, Чăваш Енри чир спорт тата черлидинг федерацийĕсен президенчĕн Валентина Петровăн шăпипе паллаштаратăп. Вăл тăлăх çитĕннĕ тесе нихăçан та шухăшламан.

Вăл пÿрте алăкран мар, чÿречерен кĕрет. Унăн кантăкĕ тахçанах ваннă. Ăна михĕпе мăкланипех хĕл каçнă. Мĕншĕн çын ретлĕ алăкран тухса кĕместĕн тесен: «Манăн питĕ васкамалла. Вăхăт çук: е вучах сÿнсе ларĕ, е выльăхран пĕри макăрать, тепри тухса тарать… Акă халĕ те сирĕнпе калаçнă май чĕтресе кăна ларатăп — ĕç питĕ нумай», — терĕ Николай Клементьев.

Pages

Subscribe to "Çамрăксен хаçачĕ" Эрнери чи лайăх статьясем