Аса илӳ

26 Çу, 2020

«Темĕнле йывăр пулсан та никам та нăйкăшман»

«Вăрçă çулĕсем пирки калаçас та килмест. Вĕсене яланах хурланса, куççульпе аса илетĕп. Манăн тăвансем çапăçу хирĕнче выртса юлнă, 2 пичче пуç хунă», — хăйĕн чунĕ ыратнине пĕлтерчĕ Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕнче пурăнакан Юлия Чумышева тыл ĕçченĕ.

17-ре — окоп чавма

8 Çу, 2020

Хĕрĕх градус сивĕре те окоп чавнă

«Нимĕçсем Чулхула облаçĕ енчен пирĕн тăрăха та çитĕç тесе пире 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Сăр тăрăхĕнче окоп чавма илсе кайрĕç. Ялĕпех тесен те юрать. Шăн çĕре чавмашкăн кĕреçепе, пуртăпа, лумпа усă куртăмăр.

26 Чÿк, 2015

Вăхăта Михаил Сироткинпа тĕрĕслеттĕмĕр

Вăхăт ытла та хăвăрт иртет-çке. Тин кăна çара уран чупса çÿреттĕмĕр. Эпĕ Тăвай районĕнчи Тенеяльте çуралса ÿсрĕм. Вăрçă вăхăчĕ питĕ йывăр килчĕ. Атте 1941 çулхи çурла уйăхĕнче вăрçа хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. Эпĕ ун чухне çулталăк та вун пĕр уйăхра пулнă. Атте, Николай Ахтимиров, вăрçăран таврăнаймарĕ.