Хĕрĕх градус сивĕре те окоп чавнă
«Нимĕçсем Чулхула облаçĕ енчен пирĕн тăрăха та çитĕç тесе пире 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Сăр тăрăхĕнче окоп чавма илсе кайрĕç. Ялĕпех тесен те юрать. Шăн çĕре чавмашкăн кĕреçепе, пуртăпа, лумпа усă куртăмăр. Çанталăк питĕ сивĕччĕ, 40 градусран та аннăччĕ», — пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне халĕ Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкассинче пурăнакан Мария Горланова.
Çĕр пÿртре пурăннă
Мария Николаевна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 17-ре пулнă. Хресчен çемйинче çуралнăскер ашшĕ-амăшне пулăшнă. 4 класс пĕтерсен колхозра ĕçлеме тытăннă. Ачасенчен асли пулнă вăл, çавăнпа унăн шăллĕ-йăмăкне те — вĕсем тата пиллĕкĕн — пăхма тивнĕ.
Çĕр пÿртре пурăннă Мария Николаевна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 17-ре пулнă. Хресчен çемйинче çуралнăскер ашшĕ-амăшне пулăшнă. 4 класс пĕтерсен колхозра ĕçлеме тытăннă. Ачасенчен асли пулнă вăл, çавăнпа унăн шăллĕ-йăмăкне те — вĕсем тата пиллĕкĕн — пăхма тивнĕ.
Паллах, витĕрех шăннă çĕре чавма çăмăл пулман, çавăнпа сантиметр хыççăн сантиметр таккама тивнĕ. Ир пуçласа каçченех тăрмашнă, кашниех нормăна тултарма тăрăшнă. Мария Горланова каланă тăрăх, чавма кашни çынна çĕр лаптăкне уйăрса панă, «унсăрăн пĕрисем ĕçленĕ хушăра теприсем пăхса тăма пултараççĕ». Кĕреçе, пуртă, лум таврашне килĕнчен илсе кайнă. «Пире колхоз апат çитеретчĕ: пăрçа яшки тата нимĕрĕ, пăтă паратчĕç. Аш татăкĕ те пурччĕ унта. Çĕр улми вара çукчĕ», — ăнлантарчĕ Мария Николаевна.
Унăн амăшĕ окоп чавнă çĕрте нумаях ĕçлемен, ăна ачисем пĕчĕк тесе темиçе кунран килне янă. «Эпир вара çуркунне шыв тухсан тин киле таврăнтăмăр», — терĕ тыл ĕçченĕ. Унăн ашшĕне кăрлач уйăхĕнче аякри вăрçă заводне ĕçлеме илсе кайнă. «Атте пире укçа, посылка ярса паратчĕ. Эпир ăна мăйăр пуçтарса ярса параттăмăр. Атте вăрçă вĕçленсен тăван яла килчĕ», — каласа кăтартрĕ вăрçă нуши-тертне курнă хĕрарăм.
Вĕсем шăллĕпе иккĕшех фермăра ĕневăкăр пăхнă. Çав хушăрах ака-суха, вырма ĕçĕсене хутшăннă. «Икĕ касăллă плугпа икĕ лашапа 2-3 кун суха тăваттăм, кайран бригадир хушнипе тырă акаттăм. Ăна ун чухне алăпа акаттăмăр. Тырă пухса кĕртнĕ çĕре те хутшăннă», — аса илчĕ ĕç ветеранĕ. Вăл ĕнесене пăхнă чухне вăрманта питĕ нумай серте пухнă, пĕрер кутамкка кăмпа татнă самантсене те куçĕ умне кăларчĕ. Унăн амăшĕ çĕр улми пулманран яшкана кăмпа янине палăртрĕ. «Крахмал çинине эпĕ те, 1948 çулта çуралнăскер, астăватăп. Анне пĕрер витре крахмал пуçтарса килетчĕ. Тутлă пек туйăнатчĕ вăл», — калаçăва хутшăнчĕ Мария Николаевнăн хĕрĕ Нина Власова.
1941-1942 çулсенчи хĕлле Сăр хĕрринче окоп чавнă хĕре тепĕр хĕлле вăрман касма илсе кайнă. Ун чухне вĕсем баракра пурăннă. Паллах, çирĕм çула та çитмен хĕрсене вăрман касма çăмăлах пулман. Çапах йывăр тесе никам та нăйкăшман, çак ĕçсем тăшмана çĕнтерме кирлине пурте лайăх ăнланнă. Хĕлле вăрман каснă, çулла тыр-пул ÿстернĕ.
Халĕ те ĕçлес килет
«Вăрçă вĕçленсен пире колхоз шоссе тума ячĕ. Саланчăкран пуçласа Юманай патне çитичченех çул турăмăр: йывăçа пăчкăпа касса вырнаçтараттăмăр та ун çине хăйăр сараттăмăр. Хамăн пурнăçра темĕн те куртăм. Питĕ нумай ĕçленĕрен нумай пурăнатăп пуль», — кун-çулĕпе паллаштарчĕ Мария Николаевна.
Вăл ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Пенсие тухсан тата тепĕр вунă çул вăй хунă. 1947 çулта качча тухнăскер виçĕ ачине пĕчченех ура çине тăратнă. «Эпĕ вăрçă хыççăн çуралнă. Эпир ача чухне çăкăрсăр ларнине те астăватăп. Вăл вăхăтра учительсене çеç çăкăр паратчĕç. Колхозра тăрăшакансене ĕç кунĕшĕн 200-шер грамм тырă тиветчĕ. Анне 3 михĕ тырă илсе килетчĕ. Вăл хĕл каçма çитместчĕ. Çавăнпа малтан анне, кăшт çитĕнерехпе шăллăмпа иксĕмĕр Çĕмĕрлене каяттăмăр, вăрман урлă çунашкапа çăкăр туртса килеттĕмĕр. Автобус çÿреместчĕ ун чухне», — ачалăхне аса илчĕ Нина Власова. Малалла вулас…
www.hypar.ru
Комментари хушас