Хĕл Мучине чупса пырсах ыталаççĕ
Эсир Шупашкар кÿлмекĕнчи Хĕл Мучи резиденцийĕнче пулнă-и? Унта унăн сухалĕнчен туртса пăхма та пулать. Тата çакăнти арча çине ларса ĕмĕтленни пурнăçланнине ачасем те, аслисем те ĕненеççĕ. Иртнĕ çул пĕр каччă, тĕслĕхрен, хваттер те, çăмăл машина та илме пултарнă. Çак асамлăх çитес çул лайăхрах вĕренме те пулăшать теççĕ.
«Парне илекен ачипе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те хĕпĕртенине сăнама мĕнешкел кăмăллă», - тет Хĕл Мучи. Пĕри унран хăрать, тепри чупса пырсах ыталать. Çĕнĕ çул юрри-сăввине итлесе тăранма çук. Акă вăл - юмах тĕнчи.
Республикăн тĕп хулине тĕрлĕ районтан хăнана килекен ача-пăча та хаваспах кĕрсе тухать ку çурта. Кайран çак саманта çулталăк тăршшĕпех аса илеççĕ вĕсем.
Юмах сăнарĕсемпе паллашма та май килчĕ. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн студенчĕсем тĕрлĕ ÿсĕмрисене ăшă кăмăл парнелеççĕ. Мĕнешкел савăнăçлă вĕсемпе пĕрле!
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас