Archive - 2015 - Хыпар

декабрь 29th

29 Раштав, 2015

Кĕçĕ чирĕ çаплах иртмест-ха

Кĕçĕн çулхи ачасем валли «Тетте» журнал тухса тăрать. Ăна икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла - кăлараççĕ. Унăнах пĕр страници «Виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс» рубрикăпа тухать. Кĕçĕн çулхисене акăлчанла та вĕрентеççĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнчен пуçласа чăваш шкулĕсенче пĕр харăс икĕ ют чĕлхе вĕрентме тытăнмалла иккен. Вара «Теттен» те рубрикине улăштарма тивет-ши? Виçĕ ăс кăна тивĕçтермест кĕçĕ чирĕпе аптăракан «реформаторсене». Тăватă чĕлхе - тăватă ăс тени те тивĕçтерми пулсан мĕн тумалла?

декабрь 28th

28 Раштав, 2015

"Тăван Атăл" журнал, 12 №, 2015 çул.

АСЛĂ ÇĔНТЕРӲ - 70 ÇУЛ
Федор ФЕДОРОВ. Вăрçă çулăмĕнче шăраннă йĕркесем
 
«ЛИТЕРАТУРА ÇУЛĔНЧИ ЧИ ЛАЙĂХ ХАЙЛАВ» КОНКУРС
Хветĕр АГИВЕР. Шăппăн-шăппăн хӳхлет катăркас... Повесть
 
ПОЭЗИ

28 Раштав, 2015

Юр пĕрчи

Сăвви Николай Исмуковăн

Кĕвви Анисим Асламасăн

Ак каллех хĕл çитрĕ çаврăнса,
Шупашкарăм шупăр пĕркенет.
Калаймастăп нимĕн çавăрса -
Те шур юр, те тунсăх чÿхенет.
 
Ах, савни, мĕскершĕн ăш çунать? -
Асăнатăп вĕçсĕр сан ятна.
Шур хĕлтен ыйтас-и çил çунат
Вĕл вĕçсе пымашкăн сан патна.
 
Çак асамлă юрăн каçĕнче
Пĕтĕм ĕмĕт-шухăш сан çинчен.
Юр пĕрчи пулам та эп, пикем,
Перческÿ çине пырса ÿкем.

28 Раштав, 2015

Пархатарăм çакă пултăр

Нимле те мар çанталăк пуличчен
Мĕнле çанталăк пулнă халиччен
Çавăн пекех хивре вăл тăтăр-и,
Çавăн пекех хитре вăл тăтăр-и, –
 
Мехел çитсе чĕлхеçĕм çитиччен
Юрлас юррăмсенче вăл юлтăр-и.

28 Раштав, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 18-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине Николай Никифоровăн «Ашкăнчăк упăте...» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата вулакан çырăвĕ - «Чĕре ыратать», виççĕмĕшĕнче - "Капкăн" çапни ырă тутăр" редактор сăмахĕ.

декабрь 26th

26 Раштав, 2015

Ĕлĕкхи йăла-йĕркене тавăрмалла

- Хальхи вăхăтра ялта шыв та ăсмалла мар, ĕлĕкхи пек кăмака та хутмалла мар. Епле ансат, хĕл валли вутă-шанкă хатĕрлес шухăш та çук. Çулĕ те пур, çатма пекех йăлтăртатса выртать. Анчах та ялта çамрăксем сахал, мĕнпур ватă çеç. Ĕç çуккипе çыхăннă ку паллах. Ĕлĕкхи пек колхоз-совхоз кĕрлесе тăнă пулсан, тăван тăрăхран никам та тухса тармĕччĕ.

26 Раштав, 2015

Ырă çеç сунмалла

Шупашкар районне кĕрекен Кипеккасси хитре вырăнта ларать: йĕри-тавра улăх, юнашарах васкамасăр Ункă шывĕ юхать. Урамсем те çулла сип-симĕс курăкпа витĕнеççĕ. Пурăнакан çеç сахаллансах пырать ялта. Çапах унта е кунта çĕнĕ çурт хăпарни курăнать - апла ял пĕтмест-ха, малаллах тапаçланать.

Pages