«Капкăн» журналăн кăçалхи 18-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

28 Раштав, 2015

Хуплашкан 1-мĕш страницине Николай Никифоровăн «Ашкăнчăк упăте...» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата вулакан çырăвĕ - «Чĕре ыратать», виççĕмĕшĕнче - "Капкăн" çапни ырă тутăр" редактор сăмахĕ.

Кăларăмра çĕнĕ рубрикăсем пур: "Сăмахра армути йÿççи пулсан", "Пулăçсем шÿтлеççĕ", "Ĕçкĕ çулĕ шуçлак".

"Пурнăç ÿкерчĕкĕсем" ярăмра кăсăклă ÿкерчĕксем пур. "Ылтăн çÿпçерен", "Çамрăк шухăш çиле май" рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кунта Вениамин Смеловăн "Пирĕн Петĕр тапранмасть" кулăшла юррине, Анатолий Юманăн "Кантуртисем пĕлмеççĕ" сăввине вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.