Ырă çеç сунмалла

26 Раштав, 2015

Шупашкар районне кĕрекен Кипеккасси хитре вырăнта ларать: йĕри-тавра улăх, юнашарах васкамасăр Ункă шывĕ юхать. Урамсем те çулла сип-симĕс курăкпа витĕнеççĕ. Пурăнакан çеç сахаллансах пырать ялта. Çапах унта е кунта çĕнĕ çурт хăпарни курăнать - апла ял пĕтмест-ха, малаллах тапаçланать.

Римма Никифорова патне пырса кĕнĕ чухне вăл чăххисене апат паратчĕ. Икĕ çунатлăскерсем те мана уçă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Автанĕ те «килĕрех» тенĕн авăтма манмарĕ.

Хăтлă та тирпейлĕ пурăнать хĕрарăм.

- 83 çул тултартăм. Больницăна кайман, эмел таврашĕ те ĕçмен. Хăлха çеç кăштах мăкланчĕ. Хаçат куçлăхпа вулатăп, - терĕ вăл сывлăхĕпе кăсăклансан.

Вăрçă ачисене çăмăл пулман. Ашшĕпе амăшĕ виçĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути парнеленĕ. Шел, пĕр хĕрĕ виçĕ çула çитсенех чирлесе вилнĕ. Николай Осиповичпа Александра Сафроновна колхозра вăй хунă. Вăрçă пуçлансан кил хуçине фронта илсе кайнă. Амăшĕ виçĕ ачипе тăрса юлнă. Римма ун чухне 8-та пулнă.

- Аннесене лашапа ĕçлеме илсе каятчĕç те эрнипех киле таврăнмастчĕç. Юрать пирĕн асанне пурччĕ. Çĕрĕк çĕрулми пуçтарма каяттăмăр, уйра утă-улăм хатĕрлеттĕмĕр, - йывăррăн аса илет çав çулсене ĕç ветеранĕ.

Ашшĕ малтан çыру çырнă-ха. Ленинград блокадине лекни, шурлăхра пĕр талăк выртни, урасăр пулса юлни çинчен пĕлтернĕ вăл. 1944 çулта арçын паттăрла пуç хуни çинчен хут килнĕ.

Римма Николаевна Мăн Маркара 7 класс вĕреннĕ хыççăн кунтах тирпейлÿçĕре ĕçлеме тытăннă. Шывне çырмари çăлран кĕвентепе йăтма тивнĕ. Тоньăпа тем тăршшĕ партăсене унталла-кунталла куçарнă вĕсем, урайне та алăпах çунă.

- Пирĕн кил умне пысăк чуччу çакатчĕç. Унпа ярăнма каччăсем Хураçырмаран та, Кипеккассинчен те килетчĕç. Тăрсах ярăнаттăмăр. Генăпа вара ташă каçĕнче паллашрăмăр. Моряк пулнăскер мана килĕштернĕ пулас. Тоньăпа шкулта дежурствăра лараттăмăр. Алăка тул енчен шаккарĕç. Уçмастпăр хайхисем. Вăйпа туртса çекĕле тăпăлтарчĕç те мана юлташĕсемпе пĕрле Валерăпа тата Яшăпа тăрантас çине çавăрса хучĕç. Çапла вăрласа килчĕ Гена, - çамрăклăхне хаваспах аса илет Римма Николаевна.

Уй хапхинчен кĕрсенех каччăсем туй юрри юрласа янă та туххăмрах халăх пуçтарăннă. Амăшĕ те тараватлăн кĕтсе илнĕ.

Кун хыççăн Римма Ишек шкулне тирпейлÿçе вырнаçать. 1957 çулта çамрăксем çĕнĕ пÿрт лартма тытăнаççĕ. Кил хуçи платник ĕçне ăста пулнă, колхозра та строительте тăрăшнă. Тусĕпе Яшăпа кăмака та тунă вăл, чÿрече рамисем те ăсталанă. Кÿршĕ-аршă валли хăма çурса хÿме тунă. Вырăнти хуçалăх валли вăрман чылай турттарнă.

Паллах, ялта выльăх-чĕрлĕх усрамасăр пурăнаймăн. Никифоровсем те ĕмĕр тăршшĕпех картиш тулли ĕне-сурăх, хур-кăвакал тытнă. 2005 çулта Геннадий Никифорович чире пула куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Анчах хăй хыççăн ырă йĕр хăварнă кил хуçи. Ĕçчен çемье тăватă ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕпе çирĕп утаççĕ. Амăшне те манмаççĕ, пăхсах-пулăшсах тăраççĕ, сывлăхĕпе те куллен кăсăкланаççĕ.

Римма Николевнăн 10 мăнук, 9 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Пĕрре те ахаль лармасть вăл. Пахчара та, кил таврашĕнче те ĕçлет, тирпейлет. Сухан çыххисем те пĕринчен тепри илемлĕрех çакăнса тăраççĕ унăн.

- Нумай пурăнас тесен çанă тавăрса ĕçлемелле. Тарăхма, вĕчĕрхенме тата кĕвĕçме юрамасть. Эрех ĕçмелле мар, çынсене ырă çеç сунмалла, - пулчĕ хуравĕ вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ пирки ыйтсан.

Тĕрĕсех калать-тăр ветеран. Унăн сăмахĕсенче чăнлăх пурах.

Екатерина ГРИГОРЬЕВА.

Шупашкар районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.