Ĕлĕкхи йăла-йĕркене тавăрмалла

26 Раштав, 2015

- Хальхи вăхăтра ялта шыв та ăсмалла мар, ĕлĕкхи пек кăмака та хутмалла мар. Епле ансат, хĕл валли вутă-шанкă хатĕрлес шухăш та çук. Çулĕ те пур, çатма пекех йăлтăртатса выртать. Анчах та ялта çамрăксем сахал, мĕнпур ватă çеç. Ĕç çуккипе çыхăннă ку паллах. Ĕлĕкхи пек колхоз-совхоз кĕрлесе тăнă пулсан, тăван тăрăхран никам та тухса тармĕччĕ. Ун чухне пурăнмалли условисем те хальхи пек пулман-и, тен, çапах та çынсем хăйсене телейлĕрех туйнă. Халь арçынсен Мускав, çурçĕр тăрăх ĕç шыраса çÿреме тивет. Мăшăрĕсем ялта пĕчченех ача-пăча ÿстереççĕ, пысăк хуçалăх йĕркелесе-тытса пыраççĕ. Уйрăммăн пурăнни лайăх-и? Çакăн пиркиех чылай çемье арканать. Упăшкисем аякра арăмĕсем пирки мансах каяççĕ, пурăна-киле юттисемпе явăçаççĕ.

Çамрăксем ялта юлманран шкулсенче ачи-пăчи те сахал. Хулари вĕренÿ заведенийĕсенче пĕр класра 30-шар ача пулсан, ялти шкул партти хушшинче - 3-4 вĕренекен çеç. Вĕсем те пирĕн вăхăтри пек мар халь, урама выляма тухмаççĕ, ытларах килте ларма юратаççĕ. Эпир питĕ туслăччĕ, касри ачасем яланах пĕрлеччĕ. Йĕлтĕрпе, çунашкапа тул çутăличчен ярăннă, çулла кÿлĕре чăмпăлтатнă, лапталла вылянă. Тĕрĕссипе, урамран çывăрма тата апат çиме кăна кĕнĕ. Кунĕпех уçă сывлăшра çÿренĕрен чирлемен те. Пире шкулта та, килте те аслисене хисеплеме, хирĕç пулсан сывлăх сунма вĕрентнĕ. Ваттисенчен, учительсенчен шикленнĕ, вăтаннă эпир. Хальхи çамрăксем аслисене сума суманни палăрать. Вĕрентсе каласан тÿрех тута усаççĕ.

Эпир пĕчĕк чухне çынсем хăнана, нимене, çуллахи вăхăтра утă кĕртме е капана хывма çÿретчĕç. Халь кашни хăйне май пурăнать. Тăвансем çеç мар, кÿршĕсем те пĕр-пĕрин патне ытлах каçмаççĕ. Вăхăт çук-ши е ĕлĕкхипе танлаштарсан ĕç нумайланнă-ши?

Аннесен юрă тетрачĕсен пуххи пурччĕ. Сăмахĕсене пĕр-пĕринчен çырса илсе уявсенче юрлатчĕç. Туй умĕн интереслĕ такмаксем вĕренетчĕç. Çакă вĕсене пĕр-пĕринпе çывăхлатнă, туслаштарнă. Халь ĕçкĕ-çикĕре юрлаканĕ те, купăсçи те çук. Диск е флешка ташлаттарать халăха. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене тем пекех çĕнĕрен пуçарса ямалла та, вара пурнăç интереслĕрех те чĕрĕрех пулĕччĕ.

Алина ВЫЙГЕТОВА.

чăваш эстрада юрăçи

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.