Комментари хушас

26 Раштав, 2015

Çемье мастерскойĕ

Пирĕн пÿлĕмре хĕм сапакан кĕлчечексем пур. Вĕсене Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнчи Галина Соластей çыхса хатĕрленĕ. Ку парнепе кирек камăн кăмăлне тупма пулать.

«Эпĕ 20 çултанпах алă ĕçĕпе аппаланатăп. Çыхнă, тĕрленĕ хатĕр-хĕтĕр вакуна та кĕмест пулĕ», - тет алă ăсти. Чăнах та çапла: ура тĕпĕнчен пуçласа пуç тÿпине çитичченех темĕн те пĕр çыхса тăхăннă. Ачисем те, мăнукĕсем те, мăнукĕсен ачисем те ун алли витĕр тухнă япаласене килĕштереççĕ. Картина хыççăн картина тĕрлет Галина Александровна. Вĕтĕ шăрçапа та илем çуратать вăл. Ушкăнпа /Алина Николаева, Марина Николаева, Мария Ларионова тата Галина Соластей/ ăсталанă 2 метр та 75 сантиметр çÿллĕш хурăн хăй мĕне тăрать! Чечекĕсем тата мĕнле капăр!

Галина Александровна Энĕшпуç ял библиотекинче алăстисен кружокне йĕркелесе янине те палăртса хăварас килет. Ачасене те, аслисене те хапăл унта.

Галина Соластей артистран та кая мар. Кĕске вăхăтрах юмах сăнарне çаврăнма пултарать вăр-варскер. Çакна хам та курса ĕнентĕм. Район конкурсĕнче «Ытарайми хуняма» ята тивĕçнĕ вăл. Спектакльте лайăх вылянăшăн дипломпа чысланă ăна.

Соластейсем çемье мастерскойĕ йĕркеленĕ тесен те йăнăш мар. Хĕрĕпе мăнукĕсем те пăхса ытарайми япаласем çыхаççĕ. Кĕрÿшĕ йывăçран сĕтел-пукан ăсталать. Пушă вăхăтпа тĕллевлĕ усă кураççĕ вĕсем.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.