Комментари хушас

31 Раштав, 2015

Уяв сĕтелĕн историйĕ

Çĕнĕ çула Пĕрремĕш Петĕр патша 1700 çулта кăрлачăн 1-мĕшĕнче паллă тума йышăннине нумайăшĕ пĕлет. Анчах ун чухне уявра хальхи пек апат-çимĕçпе тулăх сĕтел мар, балсем тĕп вырăнта пулнине, ахăртнех, чухламасть. Пирĕн авалхи несĕлсем ташлама юратнă, ывăнса çитсен тĕрлĕ сĕткен, шыв, çырла эрехĕ ĕçсе ăша кантарнă.

XIX ĕмĕр çурриччен тенĕнех вырăссен Çĕнĕ çул апачĕ пулман. Каярахри йăла - сĕтел çине хуратул пăттипе çамрăк сысна тушки, панулмипе е йÿçĕтнĕ купăстапа хур лартасси - чăннипе Кăшарни уявĕнчен куçнă.

XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче апат сĕтелĕ питĕ чаплă пулман. Çĕнĕ çулта пуянсен сĕтелĕ çинче те тăварланă хăярпа кăмпа, йÿç кăшман салачĕ ларнă. Унсăр пуçне - сысна çури тушки, пăру ашĕ, форель, кăртăш пулăсенчен хатĕрленĕ çимĕç. Тата - абрикос, иçĕм çырли, груша. Ун чухне нумайăшĕн оранжерея пулнă, Петербургра, Мускавра хĕл варринче улма-çырлана унта ÿстернĕ.

XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче семга, вăлча, ытти йышши пулă, сыр курăнма пуçлать, анчах йÿç кăшманпа тăварланă хăяр та манăçмаççĕ. Кăмпа çинчен темшĕн аса илмеççĕ, ун вырăнне треска пулă тата арпус модăна кĕрет. Хуратулпа ăшаланă çамрăк сысна тушкипе вăрман чĕрчунĕн ашĕ "тупăшма" тытăнать. Ăша кантаракан, уçăлтаракан напитоксен, мороженăй тата коньяк вăхăчĕ çитет. XIX тата XX ĕмĕрсен хушшинче Франци, Испани, Итали тата нимĕç эрехĕсем ĕçнĕ. Шампань эрехĕ майлă пăшлатакан çырла эрехĕ тума пуçланă. Паллах, сĕтел çинче шурă тата çырла эрехĕсем, килте вĕретнĕ тата нимĕç сăри те ларнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Çĕнĕ çул сĕтелĕ çинче анчоус, омар, сардина курăнма тытăннă. Йăлана кĕнĕ сысна çурипе хур тушки те çухалман, анчах сĕтел пăчăрпа, кăрккапа та тулăх пулнă. 1912 çулхи Кăшарни кунĕсенче Петербургра 250 пин сысна çури, 75 пин кăркка, 110 пин хур, 260 пин чăх тата кăвакал сутнă.

Революци хыççăн Çĕнĕ çула уявлассине пăрахăçланă, анчах ăна чылайăшĕ пурпĕр паллă тунă. Паллах, кÿршĕсене вăратас мар тесе шăппăн кăна ташланă. Ахăртнех, шăпах çав вăхăтранпа сĕтел хушшине ларас йăла вăй илме тытăннă. Хăналанма темĕнех пулман. Революци пăрахăçланă елка çине ылтăн тата кĕмĕл хутпа чĕркенĕ мăйăр, панулми çаккаланă. Çĕнĕ çул елкине каçхи ташăсемпе пĕрле 1936 çулта тепĕр хут вăй илтернĕ. Совет тапхăрĕнчи сĕтел пуян пулман - ăна çавракан каснă кăлпасси илемлетме пултарнă. Анчах пуянсенчен юлнă лавккасенче ун чухне малтанхи пекех пăчăр тата вăлча суткаланă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче Çĕнĕ çула шурă эрехпе, пĕçернĕ çĕрулмипе, сухан çаврашкипе илемлетнĕ селедка пулăпа кĕтсе илнĕ.

50-мĕш çулсенче пурнăç хаваслăрах иртнĕ. Çĕнĕ çула та шикленсе уявламан. Пысăк ушкăнсемпе пуçтарăннă. Сĕтел çине сÿтĕн, "кĕрĕк" айĕнчи селедка ?салат%, Прибалтика шпрочĕ лартнă. Оливье салатăн иккĕмĕш пурнăçĕ пуçланнă - хальхинче ăна пăчăр ашĕ вырăнне "докторская" кăлпассипе хатĕрленĕ. Сысна, хур е кăвакал тушкине те сĕтел çине лартмалла пулнă, анчах пурте çапла туман - кăмăлланă тăрăх кăна. Курант 12 хут çапсан "Советское" шампань эрехне уçнă. Тăвăр хваттерсенче сĕтел пĕтĕм вырăна йышăннăран е ташша, е апат-çимĕçе суйлама тивнĕ. Телевизор хуçаланма тытăнсан сĕтел хушшине ларасси тĕппипех çĕнтернĕ.

Халĕ каллех улшăну вăхăчĕ çитрĕ пулас. Оливье салата Çĕнĕ çул сĕтелĕн тĕп илемĕ тееймĕн. Уяв валли çĕрĕпе сÿтĕн те хатĕрлеместпĕр. Хула çынни ăна та, ыттине те киле илсе пырса памалла кафере е ресторанта саккас пама пултарать.

Çавах та Çĕнĕ çул - çемье уявĕ, çавăнпа килте хатĕрленĕ апатран пахи çук пулĕ. Вăл пуринчен тутлă туйăнать, асра юлать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.