Тăватпÿрт вăрманĕнчи улмуççи...
Часах çывăрса каяймарĕ вăл. Пĕр енчен тепĕр енне куçса, шуçса пăхрĕ. Çав самантра пĕрех май ахлатрĕ те, эхлетрĕ те... Ватлăхри шăмшак, виçĕ çул каялла тăруках шалкăм çапнăскер, виттĕр-виттĕр туртса сурчĕ. Ыйхă вĕçнĕ самантра тата юратнă мăшăрне - Кольăна - умĕнчен ямарĕ. Вăл чĕрĕ чухнехи евĕрех, çума-çумăн выртса унпа калаçрĕ.
Çамрăклăха, яшлăха аса илчĕ Феврони аппа. Ума Тăватпÿрт вăрманĕнчи ешĕл çулçăллă, хăлаçа вырнаçайми улмуççи тухса тăчĕ. Анăçран юхса килекен çилпе хумханать хăй. Хăйпе юнашар тăракан çирĕм урлă каçнă каччăпа хĕр ытамĕнче вĕсемпе йăпанать, пăшăлтатать.
- Феврони, сирех, сирех куç хыврĕ ман чĕрем, - хăй шухăшне уçать каччă. - Юратсах сире ăсататăп...
- Коля, тăхтăр-ха, юратсах ăсатни аван... Çемье çинчен хальлĕхе, - каччăн куçĕнчен йăвашшăн пăхать хĕр-упраç... - Тăхтар-ха кăштах...
- Тăхтар-ха кăштах... Çук, маншăн ку сăмахсем ют... Эпĕ пилĕк хĕртен пĕр ывăл... - çине тăрать каччă. - Авланма тивĕçлĕ эпĕ...
- Мăшăрланма укçи çукрах... Тата тухма-кĕме çипуçĕ те çукрах... - вăтанать хĕр-упраç. Тăхтар-ха кăштах...
Çапла, пуçласа 1954 çулта тĕл пулнă Кайри Типçырма хĕр-упраçĕпе Яманак каччи Коля Львов. Ун чухне Феня аппа /Феврония Егорова/ тус-тантăшĕпе кÿршĕллĕ Кушкă ялне концерт курма кайнăччĕ. Коля Львов вара, мĕн ачаран юрлама-ташлама кăмăлланăскер, сцена çинчех юрă шăрантаратчĕ. Тулли сăн-питлĕ, çырă çÿçлĕ, тĕреклĕ хул-çурăмлă каччăна Феврони пĕрре курсах чĕре ытамне илчĕ. Анатри Типçырма хĕр-упраçĕ те хăйĕн сăн-сăпачĕпе, чун уççипе тыткăнланă çав ăна...
Ун çывăхĕнче, ун патĕнче миçе хутчен алăпа алă тĕкĕнмен, çупăрламан тата илемлĕ сăн-питрен миçе хутчен чуп туман пулĕ каччă хĕр-упраçа.
1934 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Анатри Типçырмара, Мăн Шетмĕ юханшывĕ хĕрринчи ялта, çуралнă Феврония Егоровна Львова. Çемьере вăталăххи. Кушкăри шкул сакки хыççăн Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕрентет. Учитель, агроном пулас ĕмĕт-шухăш канăç паман пултаруллăскере. Мĕн тăвăн?!
- Тăрăшса пăхрăм-ха икĕ хутчен те... Ялхуçалăх институтне пĕр вырăна виçĕ çын пайланипе кĕреймерĕм... - хăй пăшăрханнине пытараймарĕ Феврони аппа. - Яманак ял Советне депутата суйлансан ĕçтăвком секретарьне лартрĕç.
1957 çулхи çу уйăхĕнче Яманакра çĕнĕ çемье хутшăнать. Ялти шкул завхозĕ - Николай Львов ялти ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕпе Феврония Егоровапа çырăнать. Телейлĕ, юратуллă, туслă мăшăр, паллах... Феврони аппа мăшăрĕ - Николай Алексеевич ял-йышра ятлă-сумлă, кил ăшшиллĕ çынсенчен пĕри пулнă. Мăшăрне пули-пулми шур куçпа пăхма-и, чышкисене чăмăртама-и?!.
- 1931 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнăччĕ вăл. Шел, 2005 çулхи раштав уйăхĕнче çĕре кĕчĕ. Ултă ывăлпа пĕр хĕр çуратрăмăр иксĕмĕр. Шел, 1969 çулта çуралнă Юра ывăлăмпа 1979 çулхи Валентина хĕрĕм вăхăтсăрах уйрăлса кайрĕç, - куç лакăмĕнчи вĕри тумламсене пытараймарĕ ватă. - Хама та вĕсемшĕн куляннипех-ши сылтăм аяк енчен шалкăм çапрĕ.
Виççĕмĕш хĕл тухса çÿреймест, чунне уçса калаçаймасть, уçăлтараймасть вăл. Сулахай алăпа ура итлеменни, ыратни-сурни тепĕр чух çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупайманни, канăç памасть. Эх, çав тери кансĕр те йывăр ăна. Ачисем, мăнукĕсем пурри, тăванĕсем кăмăл-сипетпе кĕрсе тухни хавхалантарать, тунсăха уçать çав... Сăмах май, Феврония Львова 1962 çулччен Яманак, Карай ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕн «тилхепине» тытса пынă. «Красное Сормово» колхозра ĕçленĕ, ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ. Трак ен ентешлĕх ертÿçинче вунă çул ытла çине тăрса тăрăшакан Алексей Николаевич Львов пирки ăшă сăмах чылай манăн. Унăн культурăпа литературăна тата искусствăна аталантарас, çул парас çĕрти тÿпи иксĕлми.
Пĕтĕмлетсе мĕн калам-ха: пурнăç урапи çаврăнтăр, çаврăнтăр... Хуйха-суйха çеç аяккалла сиртĕр вăл.
Сывлăх пулсан, чĕре тапсан, пурăнатпăрах.
Георгий ТУСЛИ.
Комментари хушас