Хаçат урлă тус тупрăм
Çулсем малалла шăваççĕ çеç мар, сиккипех ăмăртмалла чупаççĕ. Сывлăх пур чухне сисместĕн те çакна. 1997 çулхи кăрлачра «Чăваш хĕрарăмĕ» тухма пуçланине паянхи пекех ас тăватăп. Манăн атте, çичĕ çул салтакра пулнă, хĕрĕх çул ытла водительте ĕçленĕ Леонид Ефимов çырăнса илетчĕ ăна. Мĕнпур номерне типтерлĕн çĕлесе пыратчĕ. Кашни статьяна пĕр йĕрке хăвармасăр вуласа тухатчĕ. Мана та вара: «Ывăлăм, çакăнта кăсăкли тем чухлех. Журналистсем пултаруллă, чĕлхе пуянлăхĕ иксĕлми вĕсен. Вăт çавсенчен тĕслĕх илмелле санăн», — тетчĕ.