Хаçатра çырнă хыççăн

29 Кăрлач, 2019

Вĕсем Ленинграда хÿтĕленĕ

«Хыпарăн» кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ «Гитлер тăшманĕ Маринеско кимминче» статьяра нимĕçсем лартнă мина çурăлса сирпĕннĕрен Нарва заливĕнче 1944 çулхи авăн уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче шыва путнă «М-96» кимĕре Муркаш районĕнчи Чуманкасси ялĕнче 1920 çулта çуралнă Алексей Филиппов тата Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче 1917 çулта çут тĕнчене килнĕ Михаил Васильев пуç хуни çинчен çырса кăтартнăччĕ.

4 Раштав, 2018

Тавралăха вараланăшăн

«Хыпарта» /5.10.2018 ç./ Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри ял тăрăхĕнчи Эткер ялĕ хĕрринче кăçалхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче хими хутăшне тултарнă канистрăсем тупса палăртни, район администрацийĕ кун çинчен çав кунах прокуратурăна, федерацин тата республикăн çут çанталăка хÿтĕлекен органĕсене пĕлтерни çинчен çырса кăтартнăччĕ.

16 Юпа, 2018

Вырăна çитсе тĕрĕслерĕмĕр

«Хыпарăн» юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнчи номерĕнче «Транспорт мĕншĕн вăрах кĕттерет?» материал пичетленсе тухрĕ. Унта республикăри, çав шутра Шупашкарти Сад микрорайонĕнчи, пассажирсене ирпе автотранспортпа туллин тивĕçтерменнине палăртнă. Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Хыпар» редакцийĕ республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинчен çак хурава илчĕ:

21 Авăн, 2018

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хуравларĕ

«Хыпар» хаçатăн кăçалхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчи номерĕнче Елчĕк районĕнчи Элекçей Тимеш ялĕнчи Сергей Антонов хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕ çинчен материал пичетленчĕ. Унта хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Сергей Антонов тата унта ĕçлекен Александр Михайлович Антонов ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çитмен пирки малашне производствăна ÿстерме çул хупăннине пăшăрханса пĕлтернĕ, хуçалăх аталанăвне чарса пырас мар тесе Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр уйăрма ыйтнă.

5 Авăн, 2018

Йăх тăсăлать

«Хресчен сасси» хаçатăн 30-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Яш ĕмĕр иккĕ килмест» материал шухăша ячĕ. Кивĕ сăн ÿкерчĕксене пухса иртнĕ кун-çула куç умне кăларма тăрăшать Анатолий Максимов.
Хăй аран çÿрет пулсан та пулни-иртнипе кăсăкланать. Паллах, пĕлĕшсен шăпи çинчен пирĕн те пĕлес килет. Сăмахран, вĕсен çамрăклăхĕ епле иртнĕ? Кивĕ сăн ÿкерчĕксен «кун-çулне» сăнласа панăшăн Анатолий Максимова тав тăватпăр эпир.

Pages