Комментари хушас

4 Раштав, 2018

Тавралăха вараланăшăн

«Хыпарта» /5.10.2018 ç./ Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри ял тăрăхĕнчи Эткер ялĕ хĕрринче кăçалхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче хими хутăшне тултарнă канистрăсем тупса палăртни, район администрацийĕ кун çинчен çав кунах прокуратурăна, федерацин тата республикăн çут çанталăка хÿтĕлекен органĕсене пĕлтерни çинчен çырса кăтартнăччĕ. Халăх фрончĕн республикăри штабĕн членĕ Владислав Солдатов иртнĕ эрнере информаци хатĕрĕсене этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ препаратсене Комсомольски районĕнчи сахăр завочĕ тума пуçланă лаптăка тăкса хăварнă водитель ĕçлекен организацие административлă майпа явап тыттарни çинчен хыпарларĕ.

Халăх фрончĕн регионти штабне прокуратурăран пĕлтернĕ тăрăх — Эткер ялĕ çывăхне хими хутăшне вăркăнтарса хăварнăшăн ятарлă каяша утилизацилекен организаци яваплă. Вăл çут çанталăка сыхлама йышăннă саккуна сĕмсĕррĕн пăсни куçкĕрет. Çакна Росприроднадзорăн тата Шалти ĕçсен министерствин республикăри управленийĕсен пĕрлехи тĕрĕслевĕ çирĕплетнĕ. Росприроднадзор ăна пĕтĕмлетсе хими каяшне утилизацилекен организацие 175 пин тенкĕлĕх штрафласа административлă йĕркепе айăпланă. Кунсăр пуçне унăн Эткер ялĕн таврашне кÿнĕ тăкака 500 пин ытла тенкĕлĕх саплаштарма тивĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.