Хаçатра çырнă хыççăн

30 Çĕртме, 2016

Водолазсем мар, юлташĕ туртса кăларнă

"Çамрăксен хаçачĕн" иртнĕ номерĕнче "Икĕ кунра — икĕ инкек" хыпарта шăрăх çанталăкра шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем çинчен пĕлтернĕччĕ. Ăна вуланă хыççăн Шупашкар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчи пĕвере путнă çамрăкăн тăванĕсем редакцие шăнкăравларĕç. "Пирĕн ахаль те пысăк хуйхă. 17-ри çамрăка пытартăмăр. Эсир тĕрĕс мар çырни суран çине тăвар сапнăнах туйăнчĕ. "Водолазсем унăн виллине виçĕ сехетрен тупнă" тени йăнăш. Тем чухлĕ шăнкăравласан та МЧСран никам та çитеймерĕ..." — пăлханса калаçрĕ Вера Николаева.

30 Çĕртме, 2016

«Пире те илтĕр: яланах чулпа ан перĕр!»

"Район больницинче нимĕнпе те пулăшмарĕç" статьяпа паллашнă хыççăн Йĕпреç районĕн больницин тĕп тухтăрĕ Наталия Мясникова редакцие шăнкăравлама кăна мар, кĕрсе тухма та вăхăт тупрĕ.

12 Çу, 2016

Халăх историе пĕлменрен мĕскĕн

Кăçалхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче «Çамрăксен хаçатĕнче» тухнă «Чăваш халăх историне шкулта вĕрентĕç-и?» статьяна вуласан эпĕ хаçатăн çак номерне «кирлĕ пулĕ-ха» тесе ĕç папкине чиксе хунăччĕ. Ун çинчен акан 7-мĕшĕнче «Несĕлсен йăлине пăхăнсан халăх пек упранса юлăпăр» интервьюна вуласан аса илтĕм. Икĕ статьяна та тепĕр хут тимлĕн вуласа тухнă хыççăн çыру çырма шухăшларăм. Малалла вулас...

Аркадий РУСАКОВ.

10 Пуш, 2016

Документсем йĕркеллĕ маррипе Канадăра йышăнман

Етĕрне районĕнчи Урпаш шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Ксения Максимова шăпи чылай çынна кăсăклантарать. Вулакансем ыйтнипе хĕрачан тăванĕсемпе тепĕр хут çыхăнтăмăр. Аса илтеретпĕр: кăрлачăн 16-мĕшĕнче районта йĕлтĕрпе чупассипе иртнĕ ăмăрту хыççăн хăйне япăх туйсан 13-ри хĕрачана больницăна илсе кайнă.

24 Чÿк, 2015

Çĕрпÿ кĕперне хăçан уçаççĕ?

«Хыпарăн» авăн уйăхĕнчи номерĕнче федерацин М-7 çулĕ çинчи Çĕрпÿ кĕперне туса пĕтермен пирки канмалли кунсенче автотранспорт майĕпен çÿрени, çавна пула водительсем тарăхни çинчен çырса кăтартнăччĕ.

Шупашкартан Куславккана час-часах кайнăран ун урлă каçма тивет. Юлашки вăхăтра канмалли кунсенче çеç мар, куллен - пăкă! 7-8 çухрăма тăсăлать. Унта лекетĕн те 1,5-2 сехетсĕр машинăсен черетĕнчен тухаймастăн. Ахăртнех, «Хыпар» тусĕсенчен нумайăшĕ ку пăкăра пулса курман-ха. Турă ан хуштăр сире унта çакланма! Чăннипех те кăмăла пăтратать.

Pages