«Пире те илтĕр: яланах чулпа ан перĕр!»
"Район больницинче нимĕнпе те пулăшмарĕç" статьяпа паллашнă хыççăн Йĕпреç районĕн больницин тĕп тухтăрĕ Наталия Мясникова редакцие шăнкăравлама кăна мар, кĕрсе тухма та вăхăт тупрĕ.
"Эсир пирĕн шухăша итлеменни, тухтăрсен ятне варалани кулянтарчĕ, кĕтменлĕх пулчĕ. Йĕпреç халăхĕпе ĕçлеме ахаль те йывăр, çакна районтан кайнă ĕçтешсем те палăртаççĕ. Чи кÿренмелли çакă — Çăкалăхра районти чи лайăх фельдшер ĕçлет. Вăт çакăн пирки çырасчĕ сирĕн. Халĕ Марина Корниловăн кăмăлĕ пĕтнĕ. "Чуна парса ĕçленĕшĕн тав туни çакă пулчĕ-и?" — терĕ вăл. Пирĕн районта 21 ФАПран 7-шĕнче ĕçлекен çук. Çăкалăх поселокĕн халăхĕ иртĕхнĕ-ши е тăрăшнине кура фельдшертан тата ытларах кĕтеççĕ-ши? Урăх ялтан шалăп килнĕ тĕк çапла тарăхмастăмччĕ, анчах Марина ял çыннисемшĕн хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тăвать, анализсене те хăйĕн машинипе турттарать. Малалла вулас...