Çĕрпÿ кĕперне хăçан уçаççĕ?

24 Чÿк, 2015

«Хыпарăн» авăн уйăхĕнчи номерĕнче федерацин М-7 çулĕ çинчи Çĕрпÿ кĕперне туса пĕтермен пирки канмалли кунсенче автотранспорт майĕпен çÿрени, çавна пула водительсем тарăхни çинчен çырса кăтартнăччĕ.

Шупашкартан Куславккана час-часах кайнăран ун урлă каçма тивет. Юлашки вăхăтра канмалли кунсенче çеç мар, куллен - пăкă! 7-8 çухрăма тăсăлать. Унта лекетĕн те 1,5-2 сехетсĕр машинăсен черетĕнчен тухаймастăн. Ахăртнех, «Хыпар» тусĕсенчен нумайăшĕ ку пăкăра пулса курман-ха. Турă ан хуштăр сире унта çакланма! Чăннипех те кăмăла пăтратать.

Çĕрпÿ хулинчен кăнтăрти район-хуларан йывăр чирлĕ çынсене Шупашкара васкавлăн мĕнле илсе çитереççĕ-ши е пушар сÿнтермелли машинăпа кĕпер урлă пĕр тăхтамасăр епле каçаççĕ-ши?

«Хыпарта» статья тухнă хыççăн республикăри телекуравсенчен пĕри çав об<екта уçни çинчен пĕлтерчĕ. Анчах эпĕ, кĕпер урлă кашни эрнерех каçса çÿрекенскер, ку информаци чăнлăхпа килĕшсе тăманнине тепĕр куннех хам куçпа курса ĕнентĕм.

Каярахпа объекта юпа уйăхĕнче ĕçе кĕртеççĕ терĕç. Каллех суйрĕç. Чăн та, Çĕрпÿ кĕперне хăçан хута яраççĕ?

Нина ГРЕЧКО,

ветеринари службин ветеранĕ.

Хисеплĕ Нина Мануиловна! «Хыпар» журналисчĕ ыйту хуравне тупассишĕн иртнĕ уйăхсенче «Упордор «Атăл» ФХУ директорĕпе тĕл пулса калаçма тăрăшрĕ, Çĕрпÿ кĕперĕ çинче пулса унта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ. Шел те, управлени директорĕ «Хыпар» журналистне хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче йышăнмарĕ, унпа об<ектра тĕл пулма килĕшмерĕ. Çавăнпа кĕпере хăçан уçассине пĕлтереймерĕмĕр.

Иртнĕ эрнере ку ыйтупа ФХУ пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçне пурнăçлакан Андрей Михайлович Регушпа калаçма тÿр килчĕ. «Кĕпере чÿк уйăхĕн вĕçĕнче уçатпăр», - терĕ вăл. Мĕнех, унăн сăмахĕсем тÿрре тухасса шанас килет.

Пушкăрт çул-йĕрçисем Çĕрпÿ сыпăкĕн пĕр енне çеç туса пĕтереççĕ. Малашне тепĕр енне тата кĕперĕн иккĕмĕш çуррине тĕпрен юсама пуçлаççĕ. Çавăнпа çул çÿрев 100 проценчĕпех лайăхланмĕ. Çапах кунта пăкă паянхи пекех пулмалла мар.

Юрий МИХАЙЛОВ.