Хулаçум пуйăсĕсем 5 уйăх çÿрĕç

30 Ака, 2015

"Хыпар" хаçатăн 2015 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчи номерĕнче "Вырăнтисем курмăш тăваççĕ" материал пичетленнĕ. Куславкка районĕнчи Тĕрлемес станцийĕнче пурăнакан Николай Федотов: "Ултă вакунлă электричкăн пĕр вакунĕн кăна алăкĕ уçăлать. Хăйĕн рабочийĕсене лартать те... куçран çухалать", - тенĕ. Çыру авторне çакăн сăлтавне тĕплĕнрех ăнлантарасшăн.

Пассажирсене чукун çулпа "Канаш - Хусан - Канаш" маршрутсемпе ЧР Министрсен Кабинечĕпе Тутарстанăн Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин килĕшĕвне тĕпе хурса "Содружество" АУО илсе çÿрет. Хулаçум пуйăсĕсем тăкаклă ĕçленĕрен çулталăк пуçламăшĕнче вĕсене çÿреттерме чарнă. Раççей Федерацийĕн Правительствин 2015 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнчи канашлу пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн РФ Президенчĕн хушăвĕсемпе кăçал хулаçум пассажир транспортне çĕнĕрен çÿреттерме йышăннă.

2015 çулта пирĕн республикăра хулаçум пуйăсĕсене сахаллатман. 6351-мĕш /Хусантан 4 сехет те 10 минутра тухать, Канаша 6 сехет те 42 минутра çитет/ тата 6360-мĕш /Канашран 19 сехет те 20 минутра тапранать, Хусана 22 сехет те 20 минутра çитет/ пуйăссен вăхăтне чакарнă. Вĕсем кăçал майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 30-мĕшĕччен - 5 уйăх - çÿрĕç. Паянхи кун çак маршрутсемпе 8790-мĕш тата 8791-мĕш пуйăссем /6 вакун/ чукун çул транспорт ĕçченĕсене, çул-йĕр бригадисене /урăхла рабочи пуйăсĕ теççĕ/ илсе çÿреççĕ. "Раççей чукун çулĕсем" АУО докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн рабочи пуйăсĕсемпе пассажирсене илсе çÿреме юрамасть. Николай Федотов çакăн çинчен пĕлмест паллах.

Хальхи вăхăтра ЧР территорийĕпе 6353, 6101, 6357 тата 6352, 6102, 6358 номерлĕ пуйăссем Хусантан Канаша /малти виççĕшĕ/ тата Канашран Хусана Вăрмар станцийĕ урлă кулленех иртеççĕ.

Шел те, Чăваш Республикинчи куллен çула тухакан автобуссен маршрут реестрĕнче "Куславкка - Вăрмар" маршрут вуçех çук.

Владимир Степанов,

ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ.