Хаçатра çырнă хыççăн

7 Çу, 2015

Чăваш иккенне çамка çине çырса хунă

Вăрнар районĕн администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова патне янă çырăва илтĕмĕр. Ăна пирĕн пата та çитернĕ май пичетлеме йышăнтăмăр.

30 Ака, 2015

Хулаçум пуйăсĕсем 5 уйăх çÿрĕç

"Хыпар" хаçатăн 2015 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнчи номерĕнче "Вырăнтисем курмăш тăваççĕ" материал пичетленнĕ. Куславкка районĕнчи Тĕрлемес станцийĕнче пурăнакан Николай Федотов: "Ултă вакунлă электричкăн пĕр вакунĕн кăна алăкĕ уçăлать. Хăйĕн рабочийĕсене лартать те... куçран çухалать", - тенĕ. Çыру авторне çакăн сăлтавне тĕплĕнрех ăнлантарасшăн.

2 Ака, 2015

Вараланнă простыне те амăшне çутараççĕ

"Çамрăксен хаçачĕн" мартăн 26-мĕшĕнчи номерĕнче "Çитет чăтса - çавăтса кăларса яратăп" статьяна вуланă хыççăн компьютер умне электрон çыру çырма кĕрсе вырнаçрăм. Шалта темĕн тулашать, ăшши-пăшине кăларса ямасăр лăпланаймастăп. Ара, Владимирăн Кристини пек хĕре хам та пĕлетĕп. Çавна аса илтĕм те йăлт юн вĕресе кайрĕ.

25 Пуш, 2015

Пăрçа, люцерна, илепер... ытларах акмалла

«Хыпарăн» мартăн 6-мĕшĕнчи номерĕнче Владимир Мутиков профессорăн «Биологи меслечĕн пĕлтерĕшĕ пысăк» статья пичетленнĕ. Унпа тĕплĕн паллашрăм. Владимир Михайловича лайăх пĕлетĕп. Вăл пире вĕрентнĕ. Шухăшĕпе йăлтах килĕшетĕп.

17 Çу, 2014

Тăванпа тăванла калаçмасан...

“Чăваш хĕрарăмĕн” кăçалхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче тухнă 13 /831/-мĕш номерĕнче Рита Арти хăй Турцире иртнĕ Пĕтĕм тĕрĕк журналисчĕсен пухăвне хутшăнни çинчен çырса кăтартнăччĕ. Аса илтеретпĕр, Пухăва çак çĕр-шыври Эскишехир Тĕрĕк тĕнчин культура тĕп хулин ялавне Хусана панипе çыхăнтарнă.

Pages