Хаçатра çырнă хыççăн
Ялта фельдшерсăр пурăнма йывăр
Пĕлтĕрхи Упăте çулĕ Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче пурăнакансемшĕн лăпках иртмерĕ. Республикăри пысăк тиражпа пичетленекен “Çамрăксен хаçачĕ” вăрман варринче вырнаçнă ял çинчен çине-çинех статья пичетлерĕ. Канлĕ пурăнма хăнăхнă ялшăн уяр çанталăкра аçа çапнăнах пулчĕ ку. Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле теççĕ — кашнин хăйĕн шухăшĕ.
Хаçат урлă тус тупрăм
Çулсем малалла шăваççĕ çеç мар, сиккипех ăмăртмалла чупаççĕ. Сывлăх пур чухне сисместĕн те çакна. 1997 çулхи кăрлачра «Чăваш хĕрарăмĕ» тухма пуçланине паянхи пекех ас тăватăп. Манăн атте, çичĕ çул салтакра пулнă, хĕрĕх çул ытла водительте ĕçленĕ Леонид Ефимов çырăнса илетчĕ ăна. Мĕнпур номерне типтерлĕн çĕлесе пыратчĕ. Кашни статьяна пĕр йĕрке хăвармасăр вуласа тухатчĕ. Мана та вара: «Ывăлăм, çакăнта кăсăкли тем чухлех. Журналистсем пултаруллă, чĕлхе пуянлăхĕ иксĕлми вĕсен. Вăт çавсенчен тĕслĕх илмелле санăн», — тетчĕ.
Мăшăрăма каçараймастăп
Машина çÿресрен пăта тăкнă
«Çамрăксен хаçачĕн» 25-мĕш номерĕнче «Элек саракансемех пулăшу ыйтма килеççĕ» статьяна хурав парасшăн.