Комментари хушас

28 Утă, 2016

Машина çÿресрен пăта тăкнă

«Çамрăксен хаçачĕн» 25-мĕш номерĕнче «Элек саракансемех пулăшу ыйтма килеççĕ» статьяна хурав парасшăн.

Статьяра Корнилова икĕ вăкăр тапăннă имĕш. Вăкăрĕ пĕрре кăна пулнă, вăл ĕне патне çулăхнă. Кун пек чухне вăкăр çынна пăхмасть те. Выльăхĕ те лăпкăскер пирĕн. Машина патне пынă тăк техникăна мăйракипе йăлтах тĕксе лапчăтса пĕтерĕччĕ. Вĕренрен вĕçерĕнсе кайнăскерĕн шалчи те пулман, çĕр ăшĕнчех тăрса юлнă. «Шалчи 20 сантиметр тăршшĕ» тесе каланă. Ку пĕр шит кăна-çке! Ун пек шалчапа качакана та кăкармаççĕ, «тимĕр ут» хуçи çавна та пĕлмест-и вара? «Машина юсама 20 пин тенкĕ ыйтнă. Валентина килĕшменрен çул-йĕр инспекторĕсене чĕннĕ» çырнă хаçатра. Ку та тĕрĕс мар. Мана йĕрке хуралçисем килсен тин чĕнчĕç. 20 пин тенкине вара каçхине пирĕн пата пырса ыйтрĕç. Ун чухне машина хуçи ÿсĕрччĕ. Тÿрех хирĕлме пуçларĕ, усал сăмахпа кÿрентерчĕ. Ăна пулас мăшăрĕпе Иван Корнилов чарчĕç. Павел Прокопьев выльăх картине чĕртсе çунтарса яратăп тесе кăшкăрчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.