Комментари хушас

16 Çурла, 2016

Мăшăрăма каçараймастăп

"Хыпар" хаçатăн 117-мĕш номерĕнчи "Арçынпа хĕрарăм" кăларăмра пичетленнĕ Комсомольски районĕнчи Григорий К. çырăвне вуласа тухсан чуна уçса калаçас килчĕ.

Манăн çемьере те çавăн пекрех пулса иртрĕ. Никампа та уççăн калаçма çук. Çын çине кăларас темерĕм, ачасене намăс кăтартас килмерĕ. Пĕтĕмпех хамра тытма та питĕ йывăр. Тата эпĕ районта паллă çын — çынсем пӳрнепе тĕллесе куласран та шиклентĕм пулĕ.

Мăшăрăмпа 30 çул ытла шăкăл-шăкăл пурăнатпăр, 5 ача çитĕнтерсе, пурне те аслă пĕлӳ парса, çемьелентерсе, асатте-асанне ячĕсене илтрĕмĕр. Чаплă кил-çурт çавăртăмăр. Пурнăçĕ çитет темелле. Кĕтмен çĕртен мана инсульт çапса антарчĕ, çав чирпе самай хушă инвалид пулса пурăнтăм. Мăшăрăм килти ĕçсене веçех пурнăçларĕ, хама та лайăх пăхрĕ. Çуса-тасатса, тирпейлесе пурăнчĕ. Тем пекех пысăк тав ăна уншăн. Мана ура çине тăратас тесе вăл та, ачасем те нумай тăрăшрĕç.

Анчах... Мăшăрăм манра хĕрарăма курма пăрахрĕ. Ăнсăртран вăл телефонпа урăх хĕрарăмпа калаçнине илтрĕм. Тĕнче йăтăнса анчĕ пуль маншăн çав вăхăтра!!! Калаçăвĕнчен вăл ăна шутсăрах пысăк хисепе хуманнине ăнлантăм. Çав кăна мана хам çине ал хурассинчен хăтарчĕ. Никама каламасăр, хам ăшра чăтса ирттертĕм. Чиркĕве çӳреме тытăнтăм, çемьене тытса тăма пулăшакан çичĕ ухăллă Турă Амăшне хам çемьене упраса хăварма, мăшăрăмăн кăмăлне йăвашлăх кĕртсе манран сивĕнессинчен упрама кĕлĕ турăм. Майĕпен самайлантăм, мăшăрăма хамах ыталаса ачашлама пуçларăм. Пĕррехинче, пĕрле пулнă хыççăн, вăл пуçне ман кăкăр çине хучĕ те, манран макăрас пек каçару ыйтрĕ, веçех каласа кăтартрĕ. "Эпĕ пĕлнĕ", — терĕм çеç. Пурăна киле çемьери хутшăнусем йĕркеленчĕç. Анчах çумри мăшăр, Григорий çырнă пек, çывăх та, ют та вăл маншăн. Тепĕр чухне уласа та йĕретĕп. Веçех хамра тытма та йывăр. Тен, çавăнпа çырса чуна çăмăллатас терĕм-ши?

Тем пек тăрăшсан та мăшăрăма ĕлĕкхи пек шанма пултараймастăп. Чĕре çинчи çакăн пек йывăр чулпа пурăнма та питĕ йывăр. Хăй урăх айккинелле кайманнине тем пекех ĕнентересшĕн, анчах эпĕ ăна ăспа ĕненсе каçарсан та чĕрепе каçараймастăп.

Хĕрарăм арçынна сывă чухне кăна кирлĕ. Пĕр-пĕринпе калаçса татăлса çемьерех савăшу ыйтăвне татса памалла марччĕ-и-ха. Эпĕ те тĕттĕм хĕрарăмах марччĕ, ăна-кăна ăнланма пултараттăм...

Аякран пăхсан, йăлт йĕркеллĕ пек. Анчах... ах, çав анчах. Пурăнатпăр ĕнтĕ, мĕн тăвас?

Вăт, Григорий, тем темелле ĕнтĕ кун хыççăн. Эсĕ ав арăмна айăплатăн, эпĕ упăшкана сивлетĕп. Манăн шухăшпа — мăшăрсем пĕр-пĕрне вĕçне çитиех шанманнинчен килет пулĕ вăл. Мăшăр каланă тăрăх — вăл мана, чирлĕскере, сиен тăвасран хăранă. Çут çанталăк вара хăйĕнне ыйтнă. Хĕрарăм чăтса ирттерет вĕт, арçын иртĕнет. Шăпах санăн Марина каланă пек.

Кăнтăрла мăкăр-мăкăр тусан та — каçхине пĕрлех выртмалла. Эпĕ санпа килĕшетĕп, Григорий.

Валентина.

Элĕк районĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.