Хаçат урлă тус тупрăм

17 Раштав, 2016

Çулсем малалла шăваççĕ çеç мар, сиккипех ăмăртмалла чупаççĕ. Сывлăх пур чухне сисместĕн те çакна. 1997 çулхи кăрлачра «Чăваш хĕрарăмĕ» тухма пуçланине паянхи пекех ас тăватăп. Манăн атте, çичĕ çул салтакра пулнă, хĕрĕх çул ытла водительте ĕçленĕ Леонид Ефимов çырăнса илетчĕ ăна. Мĕнпур номерне типтерлĕн çĕлесе пыратчĕ. Кашни статьяна пĕр йĕрке хăвармасăр вуласа тухатчĕ. Мана та вара: «Ывăлăм, çакăнта кăсăкли тем чухлех. Журналистсем пултаруллă, чĕлхе пуянлăхĕ иксĕлми вĕсен. Вăт çавсенчен тĕслĕх илмелле санăн», — тетчĕ.

Атте пехилне çĕре ӳкермерĕм. Вăл çĕре кĕрсен хаçат вулас эстафета мана куçрĕ. Чуна çывăх кăларăма алăран яма-и? Хам та калеме çивĕчлетсех тăратăп.

Хаçат урлă чылай авторпа паллашрăм, алă тытрăм, туслашрăм. Çав йышра Анатолий Максимов та пур. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Пукашри Лисаппа Тулине вулакансем лайăх пĕлеççĕ. Унăн пĕр ĕçне те сиктерсе хăвармастăп. Кашни хайлав, корреспонденци, кулăш хăйне майлă сăн-сăпатпа илĕртет, хăй патне туртать. Çăмăллăн, курăмлă вуланаççĕ вĕсем. Автор пултарулăхĕпе, тавракурăмĕпе, çырас ăсталăхĕпе тыткăнлать. Вăл такмакçă та... Эх, хуткупăс тăсса яр та ташă картине тух. Хоп-па!

Кăçалхи юпа уйăхĕнче çывăх тусăм çичĕ теçетке тултарчĕ. Сахал мар ку.

Пурнăç урапи çаврăнать. Çитес çул утă уйăхĕнче хам та 70-е çитетĕп. Хавшас мар-ха. Пурăнасчĕ, пурăнасчĕ тетĕп!

Георгий ТУСЛИ.

Красноармейски районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.