- Чăвашла верси
- Русская версия
Документсем йĕркеллĕ маррипе Канадăра йышăнман
Етĕрне районĕнчи Урпаш шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Ксения Максимова шăпи чылай çынна кăсăклантарать. Вулакансем ыйтнипе хĕрачан тăванĕсемпе тепĕр хут çыхăнтăмăр. Аса илтеретпĕр: кăрлачăн 16-мĕшĕнче районта йĕлтĕрпе чупассипе иртнĕ ăмăрту хыççăн хăйне япăх туйсан 13-ри хĕрачана больницăна илсе кайнă. Ксюшăн пуç мимине юн кайнă, операци хыççăн вăл тăна кĕмен. Тухтăрсем унăн пуç мими вилнине çирĕплетнĕ, ытти орган лайăх ĕçленĕ май хĕрачана донор пулма ыйтнă. Тĕпренчĕкĕ сывалас шанăçпа пурăнакан ашшĕ-амăшĕ, паллах, хирĕçленĕ. Ирина Максимова Республикăри ача-пăча клиника больницин коридорĕнчех пурăнчĕ, кунĕн-çĕрĕн кĕлĕ вуларĕ, операци тума килĕшекен тухтăр тупăнасса кĕтрĕ...
Комментари хушас