Самуил пичче хĕрĕ

12 Раштав, 2015

Самуил пиччепе Плаки аппа манăн кÿршĕсем пулнă. Урама тăрăхла йывăç çуртра пурăнатчĕç. Илле мучи шултăра хыр пĕренинчен тăпăл-тăпăл пураланăскер килĕшнĕ вĕсене. Лешсем çемйипех Тутар Республикине куçса кайнăран çуртне сутса хăварнă. Турхан Упи каччипе хĕрĕ пĕр-пĕрне ытарайман, куç хывнă, çемье çавăрнă. Ачи-пăчине шăкăринех, сак тулли çуратнă Плаки акка. Пурте хĕрсем, пĕтĕмпе - çиччĕн.

Иккĕшĕ те «Байсубино» колхозра ырми-канми ĕçленĕ. Плаки аппа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ялти сысна ферминче вăй хунă: çăвăрлаттарнă, самăртнă. Мĕн калăн: ĕçĕ-хĕлĕ пăркăчларĕ, чир-чĕрĕ çулăхрĕ. Сывлăш тухманнипе, тăруках пÿлĕннипе аптăратчĕ кÿршĕ. Апла пулин те: «Пурăнасчĕ-ха», - тетчĕ. Ĕне усратчĕ. Анчах... Пĕр каç шалкăм çапнă ăна. Райбольница та çăлса хăвараймарĕ тăрăшуллă та ĕçчен хĕрарăма. 1931 çулта çуралнăскерне 2000 çулхи утă уйăхĕнче ял масарне пытарчĕç.

Самуил пиччен кун-çулĕ те кĕске пулчĕ. 1917 çулхи юпа уйăхĕнче кун çути курнăччĕ. Ăста платникчĕ, йăмра, хурăн лартма юрататчĕ. Ас тăватăп-ха: çырмара хурăн ращи лартса ÿстерчĕ вăл. Мана та, хăйĕн кÿрши пулнă май, тăван тавралăхпа çывăхлатрĕ. Хĕрĕх çултах çĕре кĕчĕ Самуил пичче.

Ашшĕ-амăшĕ пирĕн хушăра çук пулин те хĕрĕсем тăван килне пăрахмаççĕ. Плаки аппапа Самуил пичче çĕнĕрен çавăрнă хуçалăхне Аня хĕрĕ пăхса тăрать. Шупашкарта пурăнать хăй. Ывăлĕ, кинĕ, мăнукĕ пур. Шел, Аня та мăшăрне вăхăтсăр çухатрĕ.

Икĕ хĕрĕ - Фаинăпа Нина - яла качча тухрĕç. Малалла Фаина пирки каласа кăтартам-ха. Çичĕ хĕртен иккĕмĕшĕ вăл. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел, ĕçчен те вăр-вар пулнипе палăрнă хĕрарăм ял-йышра. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл. 2007 çулта сывлăхĕ хавшанăран сусăрсен йышне кĕнĕ. Ялти Ленин урамне урлă вырнаçнă ултă чÿречеллĕ кирпĕч çуртра курнăçрăмăр унпа. Таса та тирпейлĕ кил-çуртра пĕр çÿп пĕрчи асăрхаймăн.

- Сирĕн пата ятарласа килтĕм эпĕ. Сăлтавĕ, паллах, эсир «Чăваш хĕрарăмĕн» уйрăлми тусĕ пулнипе çыхăннă, - сăмах пуçартăм эпĕ. - Ятарласа, редактор хушнипе...

Юлашки сăмахне хамран хушрăм-ха. Анчах редактор тесен тăруках хĕпĕртерĕ курăнать тулли сăн-питлĕ хĕрарăм. Кулă хумĕ те палăрчĕ.

- 1999 çултанпа çырăнатăп хаçата.

Пĕчĕк сĕтелĕ çинче «Чăваш хĕрарăмĕн» номерĕсем курăнчĕç. 12 страницăран пĕр хыпарне те сиктермест иккен. Вăл е ку кăсăклă статьяпа пĕр урамрах пурăнакан 1939 çулта çуралнă Зоя Васильевăпа чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче 75 çул тултарнă Валентина Васильевăна та паллаштарать.

Фаина 2007 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшне аса илчĕ.

- Килкартинче путек сурăхĕн çăмне касаттăм. Сасартăк пуç çаврăнса кайрĕ, шăм-шак йăвашланчĕ. «Кăштах канса ил», - асăрхаттарчĕ мăшăрăм Толя.

Темиçе минут выртса илнĕ-ха хĕрарăм. Эх, канăçсăрлăх ура хурать-çке пире. Тÿсеймест, пуç аптратнине пăхмасăрах ĕçе тытăнать Фаина Данилова.

Шалкăм çапнă хыççăн сулахай аллипе ури лайăх ĕçлемеççĕ. Хăйне ура çине тăратнăшăн Шупашкар тухтăрĕсене, йăмăкне Розăна, хĕрне Надьăна тата ывăлĕсене - Сергейпа Сашăна - чун-чĕререн тав тăвать вăл.

Килте пĕр-пĕчченех хăй. Мăшăрĕ 2007 çулта çĕре кĕнĕ. Пилĕк мăнук Фаинăн.

Георгий ТУСЛИ.

Красноармейски районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.