Комментари хушас

23 Утă, 2016

Ватăлма вăхăт çук

69 çула çывхарса пыратăп. Çамрăках мар паллах. Шалта, чунра вара, çăлкуç таппи евĕр çамрăклăх, яшлăх вĕрет. Ватăлма, пĕкĕрĕлме вăхăт çук пултарулăх лавне тапса туртнă чух.

Палăртма та кăмăллă: кăçалхи ака уйăхĕнче пĕрремĕш ал çырăвĕ пичетленнĕренпе 55 çул çитрĕ. Çак тапхăрта шурă хута мĕн чухлĕ хуратнă пуль... Калавĕ те, сăвви те, повеçĕ те кун çути курнă. Вун-вун корреспонденци, тĕрленчĕк, очерк калăпласа кăларнă.

Эпĕ Упири вăтам шкулти çиччĕмĕш класа çÿренĕ чухнех çырма тытăннă. Тĕрĕссипе, Пайсупинти пуçламăш класра вĕреннĕ çулсенчех пĕрер-икшер çаврăмлă сăвă хайлама пуçланă. Чунра, юнра апай енчи туртăм — пултарулăх — хуçаланнă.

1961 çулта, космос тапхăрĕнче, Çĕрпÿри «Октябрь çулĕ» хаçатра «Пĕчĕк карап» сăвă çапăнса тухрĕ. Тĕнчери пĕрремĕш космонавта Юрий Гагарина халалласа та çырнăччĕ эпĕ.

Шÿт-кулăш енĕпе çав тери маçтăр. «Çамрăк коммунист», «Хыпар» хаçатсемпе, «Капкăн» журналпа туслă çыхăну тытнă. Халĕ те калеме çивĕчлетсех пыратăп, икĕ алла усмастăп.

Ялти «Туслăх çăлтăрĕ» литпĕрлешĕве йĕркелесе ĕçлеттерсе пынă çынсенчен пĕри эпĕ. Хастар та пултаруллă хупкупăсçă, ялти клуб ертÿçи, Трак тăрăхĕнчи «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕ пулнипе паллă. Пĕр вăхăт, темиçе çул, Трак тăрăхĕнчи Н.Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн лавне те тăрăшса туртрăм. Çар журналистикин союзĕн членĕ, районти Н.Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ те — эпех.

Сăмах май, «Чăваш хĕрарăмне» мĕн тухма пуçланăранпах çыратăп, çырăнатăп, çырăнтаратăп — килĕштеретĕп чуна çывăх хаçата.

Пуçа тайса Георгий ТУСЛИ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.