Уяв тесен...
Çĕнĕ çула уявласа кĕтсе илес йăла авалах пулнă. Кашни халăхăнах пур вăл. Çĕнĕ çулĕ те кашни халăхăн хăйĕн вăхăтĕнче пуçланнă. Хăшĕн авăн уйăхĕнче, хăшĕн ака уйăхĕнче. Тĕрĕссипе халĕ те хăш-пĕр халăх Çĕнĕ çула лăп та шăп раштавăн 31-мĕшĕнче кĕтсе илмест. Эпир январьтен Упăте çулне кĕме хатĕрленетпĕр, ăна еплерех капăрланса юрама пулать-ши тесе пуçа вататпăр пулсан, Китайра, шăпах чĕрчун календарĕн хуçи пулсан та, Упăте кăрлачăн 1-мĕшĕнчех килме шухăшламасть иккен. Унта çĕнĕ çула хĕлле, кун таврăннă хыççăн /раштав, 22/ уйăх иртсен, çĕнĕ уйăх /уйăх календарĕпе/ пулсан палăртаççĕ. Кăçал вăл Китайра нарăсăн 8-мĕшĕнче килет.
Апла-и, капла-и, Раççейре вара Çĕнĕ çула шăпах 31-мĕшĕнче çĕрле, Кремль куранчĕсем 12 çапнă майăн шампань эрехне шаплаттарса уçса кĕтсе илме хăнăхнă. Хайхи Китай календарĕ Раççей çыннисемшĕн тăван календарь пекех туйăнать ĕнтĕ. Çĕленĕ-аçтахи те пач ют мар. Календарьти чĕрчунĕсем пĕрин хыççăн тепри йĕркипех ылмашăнаççĕ-ха, анчах чĕрчунĕсен тĕсĕсем-характерĕсем улшăнса пыраççĕ иккен. Кăçалхи качака çулĕ йывăçран тата кăвакчĕ, килекен упăти вара çулăмлă тет, çулăм тĕслĕ, ахăртнех. Çав упăтене юрама тăрăшмалла та вара пирĕн, этемсен. Килекен упăти ай-вай лăпкă мар - курнăçскер тет. Упăте ахаль те курнăç чĕрчун-ха. Ахальтен мар чăваш мыскараланакана «упăте пек» тет. Юрама тăрăшăн унта: 366 кун упăте хуçаланмалла та пирĕнпе. Çулталăкĕ те пĕр кун вăрăмрах - 2016 çул високоснăй пулать.
Упăте мыскара юратать терĕмĕр. Эппин уява та маскарад сĕмĕ кĕртмеллех. Упăте хăйне хисепленине кура çитес çул кĕтмен-туман çĕртен «сюрпризпа» савăнтарма пултарĕ. Тахçантанпах киле-çурта капăрлатманччĕ-и? Тархасшăн. Уяв тĕлне мишура, гирлянда, ытти йăлтăр-ялтăр шăпах меллĕ. Упăтешĕн вĕсем ытлашши пулас çук. Илемлетмешкĕн чи юрăхлă тĕссем хĕрлĕ, хĕрхĕлтĕм /çулăм тĕслĕ/ ылтăн, сарă, фиолет, кĕрен тĕссем. Хура тата сенкер-кăвак тĕссене темшĕн кăмăлламасть-мĕн килекен упăте. Шута илĕпĕр. Капăрлатнă чухне çурта джунглинех çавăрма юрать. Унта та кунта мишура-серпантин лиана евĕр явăнса-çакланса тăтăр - упăте савăнĕ. Анчах çак чĕрчун йĕркесĕрлĕхе юратмасть, вăл ăслă-çке. Арпашăнасран асăрханать-тĕр. Ăна «халтурăпа» улталаймăн, эппин çурта тимлесех илемлетмелле.
Çулталăк хутлăхĕ /стихия/ çулăм пулнине кура гирлянда çутма манас марччĕ. Илемлĕ çуртасем чĕртсен те лайăх - хăрушсăрлăха пăхăнмалла çеç.
Сĕтел çинче упăте юратакан çимĕçсене пысăк вазăпах лартмалла. Банан-мандарин-ананас... Ара, пурпĕрех хамăрах аванах çиетпĕр-иç, пăсăлса каймĕ, упăте те кăмăллă пулĕ. Тутлă çимĕçсене йăлтăркка хутпа чĕркесе чăрăш çине çаксассăн упăтене пальма çинчен банан татса çинĕнех туйăнĕ. Чăрăш йĕппи чикет те-ха... Укçа та юратать-мĕн вăл, чăрăш çине хăюпа илемлетсе çакса тухăр. Çухалсассăн та тем мар - упăте кĕсйине илсе чикнĕ...
Упăте улма-çырла çеç мар, аш-пăшне те тиркемест. Эппин уяв сĕтелĕ валли нимĕнле чару та çук. Оливье, ăшаланă чăх, пăшăхланă çуйăн - тархасшăн. Тĕрлĕ салат, кукăль-пÿремеч рецепчĕсене халĕ таçта та тупма пулать. Пĕçерме ан ÿркен тата кĕсйÿ хулăнрах пултăр. Лавккара çичĕ тинĕс леш енчи çиме-ĕçме темĕн чухлех.
Çипуçа вара упăте капăррине хаклать. Хĕрарăмсене - уяв кĕпи! Ĕç стилĕ - костюм - пирки ан та шухăшлăр. Арçынсене те хайхи çав экстравагантнăç тени чăрмантармĕ. Вылянчăклăх, капăрлăх, асамлăх. Чи кирли вара - хаваслăх. Тус-тăванпа çĕнĕ çула кĕретĕр е çемьепе - пурпĕрех. Тĕрлĕ вăйă-конкурс ытлашши мар.
Туссемпе е тăвансемпе пĕрле Çĕнĕ çула кĕтсе илетĕр пулсан вĕсем валли пĕчĕкçĕ парнесем хатĕрлесен аван.
Асăннă сĕнÿсемпе килĕшÿллĕн, упăтене уяса Çĕнĕ çула кĕтсе илсен килес çулта ырлăхĕ-савăнăçĕ пулмаллах. Хаваслă та çĕкленÿллĕ кăмăлпа, пĕр-пĕрне ырлăх-сывлăх сунса çĕнĕ çула кĕрсен ăнăçусем пулĕç-ха. Çĕнĕ çул ячĕпе!
Чăхпа ананас салачĕ
6 çын валли кирлĕ: чăхăн шурă какайĕ, 3 çăмарта, консервланă ананас 300 г, консервланă куккурус 1 банка, сыр 100-150 г, майонез, тăвар, пăрăç тутине кура.
Чăх ăмрине шывра тăвар, пăрăç ярса пĕçеретпĕр, бульонран кăлармасăр сивĕтетпĕр. Виçĕ пĕçернĕ çăмартана, сыра тăваткалласа туратпăр, ананаса, чăх какайне те тăваткалласа туратпăр, куккуруса уçатпăр та пысăк савăта пĕтĕм япаласене ярса хутăштаратпăр. Тăвар, пăрăç, майонез хушатпăр, тĕплĕн хутăштаратпăр та салат савăчĕ çине хуратпăр, çиелтен «чăрăшпа» /укроп/ е ытти ешĕл çимĕçпе илемлететпĕр, сĕтел çине лартиччен çур сехет холодильникра тытатпăр.
Комментари хушас