Archive - Mar 2016 - Хыпар

март 31st

31 Mar, 2016

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 12 /861/ №, 31.03.2016

31 Mar, 2016

Хурăн шывне юхтарар-и?

Анкарти хыçĕнчи çырмара хурăн нумай лартса ÿстертĕм. Вĕсем самаях çитĕнчĕç ĕнтĕ. Хурăн шывне хăçан тата мĕнле юхтармалла?

Сергей ПЛЕШКОВ.

Етĕрне районĕ.

31 Mar, 2016

Вăрлăх хатĕрлетпĕр

Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕрулми вăрлăхне тĕпсакайĕнчен е нÿхрепрен кăлармалла. Вăрлăха суйламалла: çĕрме пуçланисене, ытти чир палли пуррисене уйăрмалла. Çĕрулмине çутă, хĕвел тÿрремĕн ÿкмен, Œ5... Œ10 градус ăшă çĕре çÿхе сийпе сарса хумалла. Çиелтен лутрасилпа е спандбон текен витмелли материалпа хуплама юрать.

Çу уйăхĕн пуçламăшне, çĕрулми лартма вăхăт çитнĕ тĕле, вăрлăх папкаланать. Парка папка тăпрана лартсассăн хăвăрт шăтса тухать.

31 Mar, 2016

Калча ÿстерекене

  • Пĕр савăта акнă калча çăра пулать. Ăна вăхăтра уйрăмшар савăтсене куçарса лартмалла.
  • Калча ÿсекен тăпра кăпăшка тата яланах кăштах нÿрĕк пулмалла. Тăпра типсе ан кайтăр.
  • Кашни 2 эрнерен калчана марганцовкăн вăйсăр шĕвекĕпе шăварăр. Ÿсен-тăрана чирлесрен хÿтĕлет.
  • Çанталăк ăшăтнă майăн хĕвеллĕ кунсенче калчана верандăна е балкона кăларса уçă сывлăша хăнăхтарăр. Малтанлăха 30-40 минутлăх, пĕчĕккĕн вăхăта хушса пиçĕхтерĕр. Хĕвел калчана ытлашши пĕçертесрен малтанлăха тюльпе е лутрасил карса хÿтĕлĕр.

31 Mar, 2016

Çăмăл меслетпе

Хăвăрт ÿсекен сивве чăтăмлă пахчаçимĕçе е ешĕл çимĕçе ытлашши чăрманмасăр /килте калча акса тумасăрах/ ÿстересси пачах та кăткăс мар.

Çуркунне чи малтан акмалли лаптăк çÿллĕрех вырăнта, хĕвел лайăх ÿкекен çĕрте пулмалла. Çак лаптăка кĕркунне кăпкалатмалла мар. Сухаламан ана нÿрĕк сахалрах çăтать, çуркунне хăвăртрах пулса çитет.

Юр ирĕлсе пĕтсенех йăрансене полиэтилен пленкăпа витĕр. Çакă çĕре хăвăртрах ăшăнма май парать. Унтан çĕрнĕ тислĕк е минераллă удобрени сапса çĕре чавмалла, йăрансене акма хатĕрлемелле.

31 Mar, 2016

Усăнакан тĕмсене тĕревлеме

Хура, хĕрлĕ хурлăхан, крыжовник тĕмĕсен турачĕсем çимĕç ÿссе тулнă вăхăтра усăнса анаççĕ, çырли çĕре лексе вараланать, кăвакăш ерсе çĕрме пуçлать. Кун пек чухне тĕме тытакан хатĕр /кустодержатель/ лартмалла. Ăна тума йывăр мар.

31 Mar, 2016

Кушак çурине сиплемелле

Килсĕр кушак çурине хĕрхенсе кĕртрĕм. Йăрăскер вăл, анчах питĕ нумай çиет, хырăмĕ сĕре кÿпĕнсе тăрать. Кÿршĕм: «Кушак çури шĕвĕрĕлченлĕ пулас», — терĕ. Çак киревсĕр япала çурана епле лекнĕ тата ăна мĕнле сиплемелле-ши?

Татьяна АРХИПОВА.

Етĕрне хули.

31 Mar, 2016

"Хресчен сасси" 12 /2599/ №. 31.03.2016

31 Mar, 2016

Акари ыйхă - авăнри хуйхă

Çанталăк çур енне кайрĕ, эппин ака-суха ĕçĕ те инçех мар. Çавна май агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен пĕр-пĕринпе калаçмалли, сÿтсе явмалли пурах ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере вĕсем шăпах çак тĕллевпе Етĕрне районне республикăри семинар-канашлăва пухăнчĕç. Малтанах «Ядринмолоко» ОАОра, В. И.

Pages