Пултарулăхра - вăй, чун ăшши, ял илемĕ

Канаш районĕнчи Калиновкăри Луиза Николаевна Трофимова паян – Раççей эстрадин паллă юрăçи Алла Пугачева, ыран - чикан майри, виççĕмĕш кун Украина хĕрĕ пулма пултарать. Хăй кăна-и? Çур яла тĕрлĕ халăх тумĕ тăхăнтартать. Тепĕр культура çуртĕнче ун чухлĕ сцена тупри çук пулĕ. Вĕсене хĕрарăм йăлт хăй ăсталанă: çĕленĕ, шăрçапа илемлетнĕ, çыхнă, тĕрленĕ тата ытти те. Мĕн кăна тума хăнăхман унăн алли? Лавккаран пусма, çип, шăрçа кăна туянать, ыттине ларать те тăвать.

Çав тери пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ Шупашкарти трактор заводĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Тăван ялĕнче çĕр туянса çурт лартнă, тĕпленсе пурăнма тытăннă. Хулара чухне пушă вăхăтра канăç пĕлменскер ял пурнăçне те хăйĕн чун ăшшипе, ырă кăмăлĕпе çутатма тăрăшать. Пуçарулăхĕ, пултарулăхĕ таса çăлкуç пек тапса тăрать тейĕн. Уяв-и е çук-и - халăха савăнтарма, пĕтĕçтерме яланах хатĕр. Иртнĕ Çăварние аппăшĕ-йăмăкĕпе пĕрле Калиновка çыннисемшĕн асра хăварнă. Хĕле ăсатма палăртнă кун ялти ачасем - çирĕме яхăн - ирех Луиза Николаевнăн çурчĕ умне çитсе тăнă. Пĕлеççĕ вĕт шăпăрлансем уяв савăнăçне камра шырамаллине. Илемлĕ тумланнă хĕрарăм ачасем патне пушă алăпа тухать-и вара? Тулли витре компот, икерчĕ, варени - кăмăллаканни кашниех сĕтел патне пырса тутанма пултарать. Вырăнти клуб заведующийĕ те пĕчĕккисене пылак çимĕçпе илĕртме манман.

Çăварнире лашапа чупни асра юлнине кура-ши ачасене каярах ятарласа урхамахпа чуптарма шут тытнă Луиза Николаевна. Ăна илемлетме каллех çĕрĕпех пуç кăшăлĕ ăсталанă.

Çĕнĕ çул каçĕнче хĕрарăм Юр пике пулса Хĕл Мучипе пĕрле кашни киле кĕрсе саламланă, ачасене парнепе хавхалантарнă. Ырă ĕçшĕн нимĕн те шеллемест: канфет-пĕремĕк те туянать, хăй те ăна е кăна ăсталать. Ял çыннисемпе пĕрле пуçтарăнсан та пурне те чыс тăвать. Ырă тумасăр чунĕ чăтмасть. Кашнинче парне илме аванмартан лешсем Луиза Николаевнăна хăйне те савăнтарма шут тытнă. Çакăн çинчен пĕлсен хĕрарăм йăлана пăрахнă. "Хирĕç япала илессишĕн парнелеместĕп вĕт. Манăн çынна лайăх тăвас килет", - тет вăл.

Хăй вăхăтĕнче хулара "Сывлăх" клуба çÿренĕрен ялти çынсене те зарядкăна илсе тухнă. Луиза Николаевна вĕсен хушамачĕсене ятарлă тетраде çырса пырать. Унсăр пуçне çуралнă кунĕсене те палăртать. Хăйĕнпе пĕрле тавралăха типтерлеме тухнисен ячĕсем те паллă.

Темиçе арчана вырнаçакан ал ĕçĕсене чăннипех ытараймăн. Мĕн кăна çĕлемест, тĕрлемест, çыхмасть, шăрçаламасть? Калпак кăна мар, çуркунне-çулла тăхăнмалли шлепке-перчетке таранах.

Анлă сарăлман ăсталăха та алла илнĕ. Сăмахран, хур мамăкĕнчен тунă елка мĕне тăрать! Пуçа килнине туххăмрах пурнăçа кĕртет, ĕçе хăвăрт, типтерлĕ тăвать. Пĕр кун та, каç та ал ĕçĕсĕр иртмест унăн.

Юрлать, ташлать, халăха савăнтарать, пĕтĕçтерет, сывлăха çирĕплетме пулăшать. Культура - анлă ăнлав. Вăл сценăран кăна пуçланманнине шута илсен Луиза Николаевна хăйĕн тĕслĕхĕпе ăна чăннипех анлăлатать, тарăнлатать, пуянлатать.

Ирина ПАВЛОВА.

 

Ирина ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.