Калча

6 Ака, 2017

Калча çирĕп çитĕнет

Чӳречесен янаххисем çинче чылайăшĕн халĕ калча çитĕнет. Кашниех хăйĕн пахчинче парка калча лартса çитĕнтерсе тулли тухăç илме ĕмĕтленет.

Шухăшлани пурнăçа кĕтĕр тесен ӳркенмен алăсемсĕр пуçне çĕр ĕçĕнчи хăш-пĕр вăрттăнлăха пĕлни кирлĕ. Вĕсемпе ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Зоя Павлова сăн ӳкерчĕкре паллаштарать.

31 Пуш, 2016

Калча ÿстерекене

  • Пĕр савăта акнă калча çăра пулать. Ăна вăхăтра уйрăмшар савăтсене куçарса лартмалла.
  • Калча ÿсекен тăпра кăпăшка тата яланах кăштах нÿрĕк пулмалла. Тăпра типсе ан кайтăр.
  • Кашни 2 эрнерен калчана марганцовкăн вăйсăр шĕвекĕпе шăварăр. Ÿсен-тăрана чирлесрен хÿтĕлет.
  • Çанталăк ăшăтнă майăн хĕвеллĕ кунсенче калчана верандăна е балкона кăларса уçă сывлăша хăнăхтарăр. Малтанлăха 30-40 минутлăх, пĕчĕккĕн вăхăта хушса пиçĕхтерĕр. Хĕвел калчана ытлашши пĕçертесрен малтанлăха тюльпе е лутрасил карса хÿтĕлĕр.
17 Пуш, 2016

Калча шăварма

Хулари кранран юхакан шывпа ÿсен-тăрана тÿрех шăварма юрамасть. Кранран шыв тултарнă савăта хупмасăр 12-14 сехетрен кая мар лартмалла. Сиенлĕ çăмăл хутăшсем шывран пăсланса тухаççĕ. Çăлкуç шывĕ те тĕрлĕрен пулать. Хăшпĕр çăлкуçри шыв хытă — унра тимĕр, кали хутăшĕ нумай пулма пултарать. Çемçе шывра кальци хутăшĕ нумайрах.
25 Нарăс, 2016

Хăçан акмалла?

Хăшпĕр чухне маларах çимĕç илес тесе пахчаçă иртерех вăрлăх акса калча çитĕнтерме пикенет. Анчах васкани тулăх çимĕç парас вырăнне хирĕçле ĕçлет. Хĕл варринчех акнă калча пахчана куçарса лартиччен ытлашшипех çитĕнсе тăсăлса каять, çутă çитменрен çеçкен çирĕплĕхĕ начар, тымарĕ савăтра çыхланса чăмăртанса ларать.

Çакнашкал лару-тăрăва лекес мар тесен ÿсен-тăрана еплерех ÿстермеллине лайăх пĕлмелле.

25 Нарăс, 2016

Мĕнле сорт лайăхрах?

Кĕçех помидор, купăста, ытти пахчаçимĕçе акмалли вăхăт çитет. Ир пулакан тата кая юлса пиçекен помидорсен чи лайăх сорчĕсем мĕнлисем-ши? Купăстан ирхи тата кĕрхи чи ăнăçлă пулакан сорчĕсене пĕлтерсен аванччĕ.

П.ФРОЛОВ.

Патăрьел районĕ.

Селекционерсем пахчаçимĕçĕн çĕнĕрен те çĕнĕ сорчĕсене кăлараççĕ. Питĕ нумай сорт пулнипе хăшне суйламаллине те палăртма йывăр. Тĕрлĕ тутăллă, тĕслĕ, калăпăшлă çимĕç сорчĕсем сĕнеççĕ пахчаçăсем.

Pages