Комментари хушас

6 Ака, 2017

Калча çирĕп çитĕнет

Чӳречесен янаххисем çинче чылайăшĕн халĕ калча çитĕнет. Кашниех хăйĕн пахчинче парка калча лартса çитĕнтерсе тулли тухăç илме ĕмĕтленет.

Шухăшлани пурнăçа кĕтĕр тесен ӳркенмен алăсемсĕр пуçне çĕр ĕçĕнчи хăш-пĕр вăрттăнлăха пĕлни кирлĕ. Вĕсемпе ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ Зоя Павлова сăн ӳкерчĕкре паллаштарать.

— Помидор, пăрăç, баклажан, купăста калчине уйрăм савăтсене куçарса лартнă-тĕр. Хальхи вăхăтра вĕсене чи кирли — çутă тата виçеллĕ нӳрĕк. Кăнтăр енне тухакан чӳречесенчен кăнтăрла хĕвел ăшши вăйлă кĕрет. Çавна пула калча ытлашшипех çитĕнсе кайма пултарать. Вăтам температура 15 градуса яхăн пулсассăн калча парка çитĕнет. Ирĕке куçарса лартнă хыççăн та аптрамасть. Çутă çитмесессĕн те калча тăсăлса каять, имшер пулать. Хĕвелсĕр кунсенче светодиотлă лампăсемпе çутатсассăн лайăхрах пулĕ, çутă вăхăчĕ 13 сехетрен кая мар пулмалла.

Чечек калчи ачашрах. Вĕсене ăшăрах çĕрте тытни пăсмасть.

Помидор калчине ирĕке кăларса лартма маларах хатĕрлемелле. Кăнтăрлахи вăхăтра ирĕке кăларса лартса пиçĕхтермелле. Теплицăна çу уйăхĕн пуçламăшĕнче куçарса лартма юрать, ирĕке лартас тесен çут çанталăк условийĕсене шута илмелле.

Хальхи вăхăтра чылайăшĕ калча çитĕнтермешкĕн тăпрана лавккаран туянать. Кун пек чухне те асăрхануллă пулмалла. Тăпра йӳçеклĕхĕ пысăк пулсан унта хăяр, купăста, кавăн-арпус лайăх çитĕнеймест. Купăстан хура тымар чирĕ аталанма пуçлать. Хатĕр тăпрара извеç, тĕрлĕрен тутлăхлă япаласем, вермикулит таранах кирлĕ шайлашура пулмалла. Хăшне-пĕрне туяннă тăпра ытлашши кăпăш пулни тивĕçтермест. Кун пек чухне килти пахча çĕрĕпе хутăштарма юрать. Калча çитĕнтермелли тăпрана маларах дезинфекцилесе илме ан манăр. Вĕрилеме, шăнтма, марганцовка шĕвекĕпе шăварма пулать. Тăпрана тасатмалли меслетсем пирки «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатра маларах çырса кăтартнăччĕ.

Килти тăпра тытăмĕ мĕнлереххине те пĕлмеллех. Йӳçенкĕ тăпрара чылай ӳсен-тăран кирлĕ пек аталанаймасть. Тăпра йӳçеклĕхне тĕрĕслемелле. Ятарлă приборсене хуçалăх лавккисенче туянма пулать.

Çĕр улми, помидор, баклажан — паслен йышĕнчисем ĕнтĕ — кăшт йӳçекрех тăпрана тиркемеççĕ, рН /йӳçеклĕх/ 5,5-6,7 пулсан çителĕклĕ. Купăстана, хăяра, кавăна валли тăпра рН — 6,7-7 пулмалла.

Йӳçеклĕх — яланхи кăтарту мар. Вăл тĕрлĕ сăлтава пула чакма е пысăкланма пултарать. Йӳçек тăпрана пахча çимĕç лартас умĕн извеç, доломит çăнăхĕ, йывăç кĕлĕ хушни аван. Тăпрана минераллă удобренисем нумай хывни йӳçеклĕхе ӳстерет.

Унашкал тăпрара алюмини нумай, вăл тымар фосфор, кали, магни илессине йывăрлатать.

Извеç, доломит çăнăхĕ тăпрара ерипен ирĕлеççĕ, витĕмĕ вăрах вăхăт упранать. Вĕсене 3-5 çулта пĕрре çеç хывмалла. Извеçлессине тăпра тытăмне кура тата унта мĕнле пахча çимĕç çитĕнтерме палăртнине шута илсе йĕркелемелле.

Ытлашши сĕлтĕ /щелочлă/ тăпра та пулма пултарать. Тăпран рН кăтартăвĕ 7-8,5 таранччен пулсан сĕлтĕ шутланать. Кунашкал çĕр çинче люцерна лайăх çитĕнет. Сĕлтĕ тăпраран ӳсен-тăран фосфор, магни, цинк, бор элеменчĕсене çителĕклĕ илеймест. Ăна гипс çăнăхĕ сапса йĕркелемелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.