Комментари хушас

25 Нарăс, 2016

Хăçан акмалла?

Хăшпĕр чухне маларах çимĕç илес тесе пахчаçă иртерех вăрлăх акса калча çитĕнтерме пикенет. Анчах васкани тулăх çимĕç парас вырăнне хирĕçле ĕçлет. Хĕл варринчех акнă калча пахчана куçарса лартиччен ытлашшипех çитĕнсе тăсăлса каять, çутă çитменрен çеçкен çирĕплĕхĕ начар, тымарĕ савăтра çыхланса чăмăртанса ларать.

Çакнашкал лару-тăрăва лекес мар тесен ÿсен-тăрана еплерех ÿстермеллине лайăх пĕлмелле.

Ытлашши васкаса акас вырăнне, калчана çирĕп те хăвăрт ÿсмелли майсем туса пани аванрах. Çуркунне çитнĕçемĕн кун тăршшĕ самаях вăрăмланать, хĕвелĕ те пĕлĕт айĕнчен мар, йăлтăртатса пăхса савăнтарать. Эппин, чÿрече умĕнчи калча хĕвел çутине лайăхрах илеет, çирĕпрех аталанать.

Вăрлăха акса пахчана куçарса лартмалăх çитĕнтериччен мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ? Çакă, паллах, пÿлĕмри температурăран, тăпра пахалăхĕнчен, вăхăтра шăварнинчен, тутлăхлă япаласемпе апатлантарнинчен, çутăпа тивĕçтернинчен нумай килет. Лайăх пăхсан калча хăвăрт ÿсет. Пахчана куçарса лартас вăхăт кĕскелет.

Сельдерейпе тутлă пăрăçăн пÿлĕмри пурнăçĕ чи вăрăмми.

Сельдерее пахчана куçарса лартиччен 70-80 кун маларах акмалла /пур тĕсне те/.

Тутлă пăрăç калчи 65-75 талăкра йăран çине куçарса лартмалăх çитĕнет. Çак культура кантăк умĕнче тăсăлса каяс хăрушлăх çукрах. Калчана чечек папкисемпех куçарса лартма юрать.

Помидорăн вăтам вăхăтра пулакан сорчĕсем 55-60 кунта ÿссе куçармалăх пулаççĕ. Ир пулакан сорчĕсене, гибридсене калча тумашкăн 10-15 кун маларах акмалла.

Баклажан калчине килте 69 куна яхăн ÿстермелле.

Хăяра, кавăна, кабачока 30 кунран пахчана куçармалла. Вĕсем хăвăрт ÿсеççĕ - тÿрех уйрăмшар савăтсене аксан лайăхрах. Йăран çине тăприпе пĕрле асăрханса куçармалла.

Арпуспа дыня çитĕнтерес тесен те хăяр йĕркинех пăхăнмалла.

Пуçлă купăста, брокколи, чечеклĕ купăста йăрана куçармалăх 40-45 талăкра хатĕрленет. Вăтам тата кĕрхи купăстана 40 кунрах куçарма юрать.

Калчана куçарса лартас вăхăт, паллах, çанталăк условийĕсенчен те килет. Калча мĕнле ÿснине пĕлни хăçан акассине уçăмлатма пулăшать.

Калча туса илес ĕçе тĕплĕн хатĕрленмелле.

  • Чи малтанах мĕн-мĕн туса илмеллине, мĕн чухлĕ калча кирлине палăртмалла.
  • Кирлĕ чухлĕ тăпра, савăт, удобрени хатĕрлемелле.
  • Калча çитĕнекен вырăнти сывлăш нÿрĕклĕхне, температурăна йĕркелессине шута илмелле.
  • Вăрлăха акма хатĕрлесе имçамламал­ла.
  • Калчана вырнаçтарассине, çутăпа тивĕçтересси­не йĕркелемелле.

Пĕр-икĕ сăмах калча çитĕнтермелли савăт пирки. Халĕ чылайăшĕ пĕр хут усă куракан 0,2 литр кĕрекен пластик савăтсенче калча ÿстернине курма пулать. Анчах пахчаçимĕç тымарĕшĕн çав стакан пĕчĕк. Тымар чăмăртанса ларать. Йăран çине куçарнă хыççăн сарăлса кайма вăй çитейменнипе вĕтĕ тымарсем хăраççĕ. Эппин, калча хăвăрт чĕрĕлсе каяйманнипе тухăç илес вăхăт каярах юлать.

Пластик стакан витĕр курăнать, тымара тĕттĕм кирлĕ, пластик сывламасть - тымара сывлăш çитмест.

Чылай культура валли пÿлĕмри сывлăш нÿрĕклĕхĕ 70: яхăн пулмалла. Шел те, çак нÿрĕклĕхе пÿлĕмре тытма йывăртарах. Çавăнпа калчана распылительпе тăтăшрах пĕрĕхмелле. Пластик стакансем вырăнне дренаж шăтăкĕсемлĕ ятарлă пысăкрах савăтсем туянни вырăнлă.

Пăрăçа йăран çине помидорсемпе пĕр вăхăтрах куçарса лартатпăр. Вăл помидортан ытларах калчара ларать. Пăрăç куçарнине юратмасть, ăна тÿрех уйрăмшар савăта аксан лайăхрах. Пирĕн тăрăхра пăрăçа пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче акмалла.

Помидора пăрăçран икĕ эрне каярах акмалла. Акнă хыççăн 6-10 кунран вăрă шăтса тухать. Калчара вăтамран 55 кун ларнине шута илсен помидора пуш уйăхĕн вĕçнелле акни аванрах.

Акнă савăта вăрлăх шăтиччен полиэтилен пленкăпа витмелле. Калча сăмсаланма пуçласассăнах ещĕке çутă вырăна лартмалла. Калчана ÿсме 18-25 градус ăшă лайăх.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче хăшпĕр чечек вăррине калчалăх акма юрать. Вĕсем: петуни, бегони, пеларгони, сальви. Вĕсем чечеклениччен вăрах аталанаççĕ. Иртерех акса туса илнĕ калчаран лартнă чечексем хăвăртрах пахчана илем кÿме пуçлаççĕ.

Вăрлăх туяннă чухне хăçан хатĕрленине, вăл хăçанччен шăтаслăхне упранине пăхма ан манăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.