Комментари хушас

25 Нарăс, 2016

Мĕнле сорт лайăхрах?

Кĕçех помидор, купăста, ытти пахчаçимĕçе акмалли вăхăт çитет. Ир пулакан тата кая юлса пиçекен помидорсен чи лайăх сорчĕсем мĕнлисем-ши? Купăстан ирхи тата кĕрхи чи ăнăçлă пулакан сорчĕсене пĕлтерсен аванччĕ.

П.ФРОЛОВ.

Патăрьел районĕ.

Селекционерсем пахчаçимĕçĕн çĕнĕрен те çĕнĕ сорчĕсене кăлараççĕ. Питĕ нумай сорт пулнипе хăшне суйламаллине те палăртма йывăр. Тĕрлĕ тутăллă, тĕслĕ, калăпăшлă çимĕç сорчĕсем сĕнеççĕ пахчаçăсем.

Хальхи вăхăтра уçă вырăнта çитĕнтерме юрăхлă сортсем те нумай. Тÿрремĕн калас-тăк - «чи лайăх сорт» сĕнесси - пархатарсăр ĕç. Сортсемпе гибридсен çĕр-çĕр тĕсĕнче шăпах пĕрне кирлине палăртма çук та темелле. «Чаплă» сорта туса илекенĕн тăпра пахалăхĕнчен, пахча мĕнлерех çĕрте вырнаçнинчен те килет-çке. Пĕрин помидорĕ хĕвел питтинче, теприн - айлăмра. Пĕри теплицăра çитĕнтерет, тепри - ирĕкре тата ыт.те.

Ăнăçлă шутланакан темиçе сорта илсе кăтартăпăр. Кусем уçă йăрансем çинче ÿстерме юрăхлă.

Дубок - ир пулакан сорт. Ирĕкре те, теплицăра та çитĕнтереççĕ. 100-110 кунра пулса çитет. Çимĕçĕ сĕтеклĕ, çирĕп. Салатра та, консервлама та аван. Фитофторăна тÿсĕмлĕ.

Сибирский скороспелый - тахçантанпах лартса ÿстерекен сорт. Ир пулать - 98-108 кун. Çÿллĕ мар - 30-50 см. Çимĕçсем 62-114 грамм таяççĕ. Чĕрĕлле çиме аван.

Грунтовый грибовский - çÿллĕ мар - 40-52 см çитĕнет. Ир пулса çитет - 100-110 кун. Салат валли аван. Лайăх тухăç панăшăн хаклаççĕ. Фитофторăран, ытти çĕрĕк чирĕсенчен хÿтĕлемелле.

Джина /Голландире кăларнă/ - вăтам вăхăтра пиçсе çитет - 110-125 кун. Салат валли те, консервлама та юрать, тути аван. Татса хунă хыççăн çимĕç вăрах упранать.

Çÿллĕ ÿсекен помидорсен лайăх сорчĕсем.

Тигровый, Комиссар, Верлиока, Александр. Çакăн йышши помидорсен лайăх енĕ - пĕр тĕмрен нумай çимĕç илме пулать, вĕсене хĕвел ытларах лекет, тĕрлĕ кăмпа чирĕсене чăтăмлă.

Вăйлă тухăç пани тăрăх хаклăс-тăк çак сортсене кĕртме пулать: Рома, Алпатьева 905а, Царь-колокол, Малиновый гигант, Черный принц.

Уçă вырăнта çитĕнтермешкĕн «ир пулакан» тата «ультраспелые» текеннисене туянма тăрăшăр. Кая юлса пиçекеннисен çимĕçĕ ÿссе çитнĕ çĕре пирĕн тăрăхра сивĕсем килсе çапаççĕ. Тем пек лайăх сорт та тухăç параймĕ.

Гибридсем туянатăр пулсан унăн çимĕçĕнчен вăрлăх туса илеймĕр. Вăрă «амăшĕн» пахалăхне упраймасть.

Купăста пирки калаçма çăмăлрах. Вăл пирĕн тăрăхри климата тиркемест. Çумăртан, сивĕрен хăрамасть. Купăста туса илесси те ансатрах. Çимĕç вара усăлăхĕпе помидортан пĕртте кая мар. Тен лайăхрах та.

Хăвăрт пулса çитекен сортсем: Дюма, Грибовский, Июньская, Полярный К-206.

Вăтам вăхăтра пулса çитекеннисем: Надежда, Сибирячка, Славянка 1265, Стахановка, Слава, Подарок.

Кĕрхи купăста сорчĕсем: Амагер, Валентина, Сахарная голова.

Мĕнле сортсем йÿçĕтме е тăварлама юрăхлине палăртăпăр: вăтам вăхăтра пулса çитекеннисем. Вĕсене шăпах çак тĕллевпе кăларнă та. Чи лайăх упранаканнисем - кĕрхисем. Сивĕ нÿхрепсенче март уйăхĕч­ченех тытма пулать.

Колобок, Крюмен купăста гибричĕсем кĕркунне çеç пулса çитеççĕ. Вĕсене пуçтарса кĕртсессĕнех çиме тутлă мар: хĕрхÿ. Выртнăçемĕн йÿçеклĕх пĕтет.

Зимовка 1474 купăста - чи лайăх упранаканни. Вăл 4 уйăхра пулса çитет, 6-8 уйăх упранать, тĕрĕс упрансан çĕрмест те, типмест те.

Брокколи, кольраби, чечеклĕ, брюссельски купăстасем те пирĕн тăрăхра аван çитĕнеççĕ. Вĕсем витаминпа пуян, сĕтеклĕ, усăллă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.