Комментари хушас

17 Пуш, 2016

Калча шăварма

Хулари кранран юхакан шывпа ÿсен-тăрана тÿрех шăварма юрамасть. Кранран шыв тултарнă савăта хупмасăр 12-14 сехетрен кая мар лартмалла. Сиенлĕ çăмăл хутăшсем шывран пăсланса тухаççĕ. Çăлкуç шывĕ те тĕрлĕрен пулать. Хăшпĕр çăлкуçри шыв хытă — унра тимĕр, кали хутăшĕ нумай пулма пултарать. Çемçе шывра кальци хутăшĕ нумайрах.

Ялта пурăнаканшăн калча шăварма юр шывĕ меллĕ. Хулара вара юр таса мар. Вăл тĕтĕмри тĕрлĕ хутăшсемпе вараланать. Çак мелпе лайăх шыв хатĕрлеме пулать. Водопровод шывне пластик савăта тултарса морозильника хумалла. 5-6 сехетрен савăтри шыв шăнать, варринче çеç кăштах шăнса çитеймест. Шăнса хытайман шыва юхтарса тăкмалла, савăтри пăра ирĕлтермелле. Çак шыв таса юр шывĕ пекех калчашăн, ытти ÿсен-тăраншăн усăллă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.