Хурăн шывне юхтарар-и?

Анкарти хыçĕнчи çырмара хурăн нумай лартса ÿстертĕм. Вĕсем самаях çитĕнчĕç ĕнтĕ. Хурăн шывне хăçан тата мĕнле юхтармалла?

Сергей ПЛЕШКОВ.

Етĕрне районĕ.

Хурăн шывне хăçан юхтарасси çанталăк условийĕсенчен килет. Çуркунне иртерех килсен, ăшăтсан хурăн та хăвăртрах вăранать. Сĕткене юхтарма вăхăт çитнине пĕлтерекен паллă — хурăнăн папкисем тăртанса мăкăрăлни. Пуш вĕçĕнче, ака уйăхĕн пуçламăшĕнче çамрăк хурăн вуллине пăшатанпа чиксе сĕткен çÿреме пуçланине тĕрĕслемелле. Пăшатана кăларсан шăтăк тÿрех шывпа тулчĕ-тĕк сĕткен юхтармалли вăхăт çитнĕ.

Хурăн шывне экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнта кăна юхтармалла. Хулара е пысăк çулсем хĕрринче ÿсекен йывăçсенчен хурăн сĕткенне юхтарма юрамасть. Йывăçсем сывлăшри сиенлĕ хутăшсене пуçтараççĕ.

Хурăн шывне юхтармалли йĕрке

  • Сĕткене диаметрĕпе 20-30 см кая мар çитĕннĕ йывăçсенчен çеç юхтармалла. Çамрăк йывăç сĕткен юхтарнă чухне аманса юлать, хăрма та пултарать.
  • Йывăç вуллине пуртăпа касса сĕткен кăларма юрамасть.
  • Сĕткен хурăн хуппи айĕнче /йывăçăн шалти пайĕнчен мар/ юхать. Çавăнпа тарăн шăтарма кирлĕ мар, 10 сехетрен пуçласа 18 сехетчен сĕткен лайăх юхать.
  • Шыв нумайрах илес тесе йывăçа темиçе тĕлтен шăтарса ан пĕтерĕр. Пĕр вăтам хурăнран кунне 1 литр юхтарни çителĕклĕ. Темиçе йывăçран пуçтарни йывăçсемшĕн сиенсĕртерех.
  • Хурăн шывне юхтарса пĕтерсен ăна сиплемелле. Шăтăк тĕлне пробка чикĕр е сад варĕпе сĕрĕр.
  • Ватăрах хурăнăн шывĕ çамрăккипе танлаштарсан тутлăрах-мĕн.

Шыв илмешкĕн 20 сантиметртан сарлакарах вулăллă хурăна дрельпе çĕртен 60-120 см çÿллĕшĕнче кăштах шăтаратпăр, шăтăка пăрăх, валак пекки /пластик трубка та юрать/ хĕстерсе лартатпăр. Ун тăрăх сĕткен юхмалла. Банкăна пăрăх вĕçĕ тухнă тĕле çирĕплетсе çыхса хуратпăр.

Хурăнăн ÿсĕмне кура миçе тĕлтен шăтарма юранине палăртаççĕ. 20-25 см диаметрлине — пĕр шăтăк, 25-30 см — иккĕ, 35-40 см — виççĕ, 40 см ытларах пулсан 4 шăтăк тума юрать.

Хурăн — чĕрĕ организм. Сĕткене юхтарма шăтарнă сурана хурăн çийĕнчех сиплеме пикенет. Пĕрре шăтарнă тĕлтен эрнипех юхмасть. Ку йĕркеллĕ пулăм. Шăтăка вăйлăрах чакалама е урăх тĕлтен шăтарса суранлатма кирлĕ мар. Тепĕр йывăçа суйлăр, çакă сипетлĕрех. Юхтарнă сĕткене холодильникра икĕ кун упрама юрать.

Хурăн çулçă кăларма пуçласассăн сĕткен юхтармалли вăхăт иртет, тути те улшăнать. Сĕткене юхтармалли вăхăт пурĕ те икĕ эрнене çеç пырать

Сиплĕ сĕткен

Хурăн шывне çын организмĕ лайăх йышăнать, унта аллергенсем çукпа пĕрех. Çуркунне, витаминсем сахал чухне, вăл сывлăх кÿрекен çăлкуç евĕрех. Сĕткен сывă çыншăн та, чирлишĕн те, йывăр çын хĕрарăмшăн та, ачапчашăн та аван. Унта организма кирлĕ тĕрлĕ фермент, микроэлемент нумай. Кали, кальци, магни, тĕслĕхрен, чĕрешĕн аван. Фруктозăпа глюкоза — пуç мимишĕн.

Сĕткен чире хирĕç кĕрешет, шăк анассине лайăхлатать. Çавна май хурăн шывне пÿре чирĕсем чухне ĕçме хушаççĕ. Пÿрере чул пулсан сĕткене асăрханса ĕçмелле, вăл чулсене тапратма, тĕпретме пултарать. Пÿре ыратма пуçлать. Сĕткен юна тасатать, токсинсене /наркăмăшлă япаласене/ кăларать, чир микробĕсене пĕтерет. Тата нумай асăнма пулать ун пирки. 1 стакан хурăн шывне кунне 3-4 хутчен апат умĕн çур сехет маларах ĕçмелле. 2-3 талăкран ытла упранă сĕткенĕн сиплĕхĕ сахалланать. Сĕткен курсĕ — 2-3 эрне.

Аса илтеретпĕр. Хурăн сĕткенĕ — çут çанталăк парни. Йывăçа упрамаллине асра тытăр. Сĕткен юхтарнă хыççăн йывăçа суранне сиплеме пулăшăр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.