Сирень тĕмне сайратмалла
Ял çыннин пÿрт умĕнчи пахчинче час-часах сирень тĕмне курма пулать. Çуркуннесерен унăн ырă шăрши таврана сарăлса иртен-çÿрене хăй çине пăхтарать. Сирень чечек çыххи пек капăррăн çурăлса савăнтартăр тесен ăна кăшт тимлĕх уйăрмаллах.
Халĕ питомниксенче сиренĕн питĕ илемлĕ сорчĕсене туянма пулать. Вĕсен чечекĕсем шултра, хумлă-хумлă. Сирене йывăçсем айне лартмалла мар, кăшт сулхăнрах вырăн аптăрамасть, тăмлă, нÿрĕк, айлăм вырăна килĕштермест.