Йывăç лартни — сăваплă
«Пĕр йывăç кассассăн виçĕ йывăç ларт» вĕрентнĕ чăваш авалтан. Çĕнĕ ăру валли çĕр çинчи пуянлăха упрама, ÿстерсе пыма тăрăшнă çĕр ĕçченĕ. Шел те, совет влаçĕ чухне тыр-пул ытларах туса илессишĕн «кĕрешнĕ» тапхăрта та, колхоз-совхозсем салансан пушшех те çырма-çатрана тирпейлеме «алă çитсех кайманнине» чылайăшĕ пĕлет.
Тавах, тăван тавралăхшăн тăрăшакан çынсем çĕр çинче пур-ха. Патăрьел районĕнчи Треньелĕнче çуралса ÿснĕ Игорев Валерий Петрович çавсен йышĕнчен. Вăл Шупашкарти «Монолитстрой» строительство компанийĕнче ĕçлет, Канашра пурăнать пулин те тăван тăрăха килсех çÿрет. Шăпах вăл пуçарнипе Шупашкар-Чĕмпĕр автоçул иртекен Тăрăн ялĕ çывăхĕнчи Ыхраçырми таврашне тирпейлеме пуçлани кăçал 10 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл пуçарнипе çырма таврашне 4,5 га йывăç-тĕм лартнă. 10 çул каялла лартнисем самаях çÿлелле кармашнă. Çамрăк хыр-чăрăш тăрăхĕнче çулла масла кăмпи те аванах тухать-мĕн. Унччен усăсăр ишĕлсе выртакан çырма-çатра халĕ тавралăха илем кÿрет. Мĕн кăна ÿсмест пулĕ кунта: пилеш, çăка, шурă тата хура хупăллă хурăн, юман, каштан, хыр, икĕ тĕслĕ чăрăш, кедр, пысăк волтьлă электролини иртекен çĕрте — çÿллĕ мар тĕмсем... Йăлтах асăнса та пĕтерес çук. Автоçул хĕрринчи кÿлĕре шапасем каçса кайсах кваклатаççĕ. Эппин, çанталăк ăшă тăмалла-ха. Кÿлленчĕке юхса тухакан çăлкуçа тирпейленĕ: пура янă, шыв ăсмашкăн сăнчăрланă витре кăкарнă. Шашлăк-шÿрпе пĕçерме кăвайт вырăнĕ пур, сĕтел янтăланă. Çакна йăлтах «çÿлтен» хушмасăр, ятарласа ял тăрăхĕн кĕсйинчен укçа уйăрмасăр, харпăр пуçарупа, хавхаланупа пурнăçланă.
Кăçал та Валерий Петрович ывăлĕпе, Тăрăн ялĕнчи пĕлĕшĕсемпе çырма таврашне 500 тĕп тĕрлĕ йывăç лартнă. «Ниме» ĕçне малашне те ял халăхĕпе аталантарма ĕмĕтленет.
Çак ĕçе пуçăнма мĕн сăлтавланине ыйтмасăр тÿсеймерĕм.
— Мĕн ачаран çут çанталăка юрататăп. Пĕчĕк чухне вăрманти кÿлĕ хĕрринче çурт лартма ĕмĕтленеттĕм. Ĕмĕтĕм — вăрман ĕрчетесси — кăмăла тултарать. 10 çул каялла 500 тĕп йывăç хунавĕ туянса килтĕм, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе канашласа юлташсене пухса лартрăмăр. Çавăнтанпах республикăри тĕрлĕ питомниксенчен çулсеренех хунав туянса лартатпăр. Çĕрĕ хамăрăн, Тăрăн ял тăрăхĕн-çке. Тавралăх илемлĕ, таса пулни пурне те килĕшет. Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Константин Федорович та паян кунти нимере. Малашне те ырă ĕçе тăсасчĕ, — хавхаланса калаçрĕ Валерий Петрович.
Йывăç — çут çанталăк пуянлăхĕ. Çут çанталăка упрасси, илем кÿресси яланах сăваплă пулнă. Кашниех илеме асăрхать, хăтлă пурăнма тăрăшать. Çавăнпах килти хушма хуçалăхра чечек-курăк, сад-пахча лартса ÿстеретпĕр. Ĕлĕкрех субботниксем йĕркелетчĕç. Халĕ те ÿркенмесĕр хамăр тавралăха пĕр кун та пулин хăтлăх-тирпей кÿме уйăрсан пирĕн йĕри-тавралăх тата та капăрланĕ, илемленĕ.
Э.ИВАНОВА.
- Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К.Ф.Михеев, йывăç лартас ĕç пуçаруçи В.П.Игорев, "Хыпарта" ĕçленĕ Н.Д.Ларионов нимелле лартнă вăрманта.
Комментари хушас