Комментари хушас

9 Çĕртме, 2016

Сирень тĕмне сайратмалла

Ял çыннин пÿрт умĕнчи пахчинче час-часах сирень тĕмне курма пулать. Çуркуннесерен унăн ырă шăрши таврана сарăлса иртен-çÿрене хăй çине пăхтарать. Сирень чечек çыххи пек капăррăн çурăлса савăнтартăр тесен ăна кăшт тимлĕх уйăрмаллах.

Халĕ питомниксенче сиренĕн питĕ илемлĕ сорчĕсене туянма пулать. Вĕсен чечекĕсем шултра, хумлă-хумлă. Сирене йывăçсем айне лартмалла мар, кăшт сулхăнрах вырăн аптăрамасть, тăмлă, нÿрĕк, айлăм вырăна килĕштермест.

Кашни çулах лайăх чечеклентĕр тесен ăна тĕрĕс касмалла. Туратсене çеçке тăкăннă хыççăн иртмелле, унсăрăн тепĕр çул вăл лайăх чечекленмĕ. Тĕмĕн вĕтĕ турачĕсене йăлтах касмалла, шалалла йăвăланса кайнисене, хăрнисене ал пăчкипе касса сайратмалла. Тĕм тавра тухакан хунавсене те иртмелле, тĕме çĕнетме чи лайăх аталаннă виçĕ-тăватă хунав хăварма юрать.

Çеçке тăкăннă хыççăн чечек çупкамĕсене /турачĕсене мар/ татса пăрахмалла. Кĕркунне çеç сирень тĕмне тирпейлесессĕн тепĕр çул вăл чечекленмĕ.

Сирень çыххи тумашкăн вăйлă çеçкеленекен туратсене хуçмалла, чÿлмеке лартас умĕн ытлашши çулçăсене татмалла, турат вĕçне чалăшла касмалла, çапса çемĕçтермелле, кăштах лимон кислоти е уксус янă шыва лартмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.