Сăмах - çăкăр çинчен
Çăкăр пĕçерекенсем хăйсен продукцийĕ 10 процент хакланасса пĕлтернĕ. Мĕнле-ха капла? Раççей ют çĕршывсене тырă нумай ăсатать. Чылайăшĕ çакăн пирки хытах ÿпкелешет, ара, çăкăр хальлĕхе йÿнĕ çимĕçрен пĕри-çке.
Пĕтĕмĕшле хакласан тырă тĕлĕшĕпе лару-тăру нефть тавра йĕркеленнинчен ÿксе юлмасть. Çĕр айĕнчен тухакан пурлăх йÿнелет, бензин хакланать. Раççейре тырă чăнахах та нумай, анчах ăна туса илекенсем электроэнерги, шыв, çу, сахăр хакланнине палăртаççĕ. Нимĕн те калаймăн - вĕсен сăмахĕ те тĕрĕс, çăкăр туянакансем вара яланах пулнă, пулĕç те.
Унсăр пуçне тепĕр ыйту та пур. Лавккасене тăтăшах пахалăхсăр батон лекет. Тĕслĕхрен, çăкăр-булкăна контейнерпа чĕркевсĕр илсе килеççĕ. Ăçтан турттарни, ăна кам пĕçерни тата мĕнрен хатĕрлени паллă мар. Тепĕр чух вăл çемçе те тутлă. Анчах çакă каллех шухăшлаттарать: тен, тутине лайăхлатма тĕрлĕ хутăшпа усă курнă?
Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх - саккун çăкăра чĕркевсĕр сутма чармасть. Кун пек чухне ăна сутакан лавккан вăл пахалăха тивĕçтернине çирĕплетекен деклараци пулмалла. Ун тăрăх продукта хăçан тата ăçта хатĕрленине пĕлме май пур, анчах мĕнпе усă курнине туллин палăртман. Деклараци пулмасан çăкăра туянма ан васкăр. Ăна организмшăн сиенлĕ консервантсемпе, çĕпрепе усă курса пĕçерме пултарнă. Унпа наркăмăшланма та пулĕ.
Комментари хушас