Умри çула такăрлатĕ

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ кăçалхи утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртмелле. Республикăра пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленесси мĕнле пырать-ха? Ыйтусене Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова хуравлать.

- Эльвира Геннадьевна, ял хуçалăх çыравĕн пĕлтерĕшĕ, тĕллевĕ мĕнлерех-ши?

- Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ - çĕршывра ирттерекен патшалăхăн пĕрлĕхлĕ акцийĕ. Унăн тĕллевĕ - ял хуçалăх таварне туса илекенсем пирки кăтарту пуçтарасси, социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне уçса парасси ?çĕр лаптăкĕ, çав шутра акса-лартса тăваканни, пурлăхпа техника хăвачĕ, ĕç ресурсĕ...%. Çыравра ял хуçалăх организацийĕсенчен, фермер, уйрăм хуçалăхĕсенчен, пайтаçăсенчен, хăйне валли е сутлăх туса илекен сад-пахча хуçисенчен информаци пухаççĕ. Пирĕн тĕллев - май çитнĕ таран тĕрĕс кăтартусем пуçтарасси. Вĕсене кура патшалăх ял хуçалăх отрасльне пулăшма çĕнĕ программăсем йышăнĕ, экономикăн пĕр-пĕр секторне аталантарма çĕнĕ проектсем, плансем хатĕрлĕç. Çырав правительствăна, влаç органĕсене ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва тĕрĕс хаклама пулăшĕ: вырăнта туса илекен продукци хамăра тăрантарма, ют çĕршыва сутма çителĕклĕ-и? Хăш сектора ытларах аталантармалла ?сĕт, аш-какай, улма-çырла туса илессине...%, ăна патшалăх мĕнле майпа витĕм кÿме пултарĕ тата ытти те.

- Хăшне-пĕрне çырав хыççăн хушма налук хывасси канăç памасть.

- Тĕрĕс мар сас-хура. Пач урăхла, юлашки тапхăрта ял хуçалăх, халăх çыравĕсем хыççăн АПК-на аталантарма, халăх пурнăçне лайăхлатма ятарлă программăсем йышăнчĕç. Пĕлтĕр Чăваш Енри ял хуçалăх отраслĕ кăтартăва 8 процент ÿстерни - патшалăх АПК-на пулăшассипе тунă сулмаклă утăм. Йывăç-тĕмшĕн, выльăх-чĕрлĕхшĕн хушма налук илесрен хăрамалла мар, статистика информацийĕ вăрттăн, ятсăр-шывсăр, адрессăр. Эпир ял, район-хула, республика тăрăх кăтартусене пĕтĕмлететпĕр.

- Паллă мероприятие хатĕрленесси мĕнле пырать-ши?

- Район-хулара çырава хатĕрленессине вăйлатнă. Ку ыйтупа нумай пулмасть ЧР Правительствин комиссийĕ те иртрĕ. Унта çивĕч ыйтусене хускатрăмăр: шута илмен лаптăксем, çĕр пур, анчах налук органĕнче регистрацие тăман фермер хуçалăхĕсем, Росреестрпа хăйтытăмлăх органĕсен кăтартăвĕсем улшăнса тăни тата ытти те.

Çырав бланкĕнче çĕр ресурсĕпе çыхăннă ыйтусем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем предприятисемшĕн, фермерсемпе уйрăм хуçалăхсемшĕн кăткăсрах пулĕ. Ватă çын харпăрлăхри çĕре, усă кураканнине, йĕркеллĕ пĕлмесен те пултарать. Хăйтытăмлăх органĕсем çĕре инвентаризацилессипе пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Çакă та çырава хатĕрленсе тунă пĕлтерĕшлĕ утăм. Вăл çĕр ыйтăвĕнче йĕрке тума, уçăмлатма пулăшать.

Хуçалăх кĕнеки - хушма хуçалăхăн тĕкĕрĕ. Ăна йĕркене кĕртессипе те самай вăй хума тиврĕ. Хуçалăх кĕнекинче яланах кирлĕ информаци тупма пулать, çав шутра электрон мелĕпе те. Çитменлĕхсем пур, çапах хальхи вăхăтра ăна кашни ял тăрăхĕнчех тытса пыраççĕ.

Тепĕр йывăрлăх - çырав списокне йĕркелесе çитересси. Çĕр илнĕ, кайран хупăннă ял хуçалăх организацийĕсемпе, регистрацие тăратман лаптăкра ĕçлекен предприятисемпе чăрмавсем пур-ха. Çыравччен çĕр ресурсĕпе ыйтăва туллин татса пама йывăртарах, çапах хамăртан мĕн килнине йăлтах пурнăçлăпăр.

- Кăçалхи çырав 2006 çулхинчен мĕнпе уйрăлса тăрĕ-ши?

- Ыйтусен пысăк пайĕ малтанхи пекех юлнă. Пурнăç общество умне çĕнĕ тĕллевсем лартать. Çавна май çыравçăн бланкне çĕнĕ ыйтусем те кĕртнĕ: ял хуçалăхĕнче инноваципе, хушма, фермер хуçалăхĕсем, предприятисем патшалăх пулăшăвĕпе усă курни, унăн тухăçлăхĕ тата ытти те.

- Çыравра пухнă кăтартусем чăнлăхпа тÿр килĕç-ши?

- Ял хуçалăх предприятийĕсем, фермерсем çулленех отчет тăратаççĕ, кăтартусене вĕсемпе танлаштараççĕ. Хушма хуçалăхсен, сад-пахча хуçисем патне çыравçă çитсе ыйтса пĕлет, пĕрле пăхса çÿрет. Кăтарту официаллă статистика информацийĕ йĕркелеме кирлĕ. 2006 çулхи çырав хыççăн кайăк-кĕшĕк йышĕ, пахчаçимĕç лаптăкĕ ытларах тухрĕ. Хуçалăх кĕнекинче вĕсене ÿстерсе кăтартни палăрчĕ. Акă кĕнеке тăрăх пĕр хушма хуçалăхра 40 сотăй çĕрулми çитĕнтереççĕ. Вырăна çитсен унта кинемей пĕччен пурăнни, 5-6 сотăй çĕре кăна акса-лартни курăнчĕ. Кăçал çыраври информаци чăн пурнăçран уйрăлса тăмалла мар. Хатĕрленÿ тапхăрĕнче иртнĕ çитменлĕхсене шута илсе ĕçлетпĕр.

Вунă çулта ялсем мĕнле улшăнни те курăнĕ. Хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ чаксах пырать. Ял ватăлать, çамрăксем хулана тухса каяççĕ. Нумай ачаллă çемьесем сахал. Пĕтнĕ е çурма пушă ларакан ялсем те пур-ха. Çырав çулла иртет. Çав вăхăт тĕлне пахчара акса-лартса пĕтереççĕ. Апла йăлтах куç умĕнче пулĕ: кишĕр, сухан, çĕрулми, хăяр, пахчари йывăç-тĕм, газон тата ытти те. Переписчиксем электричество, газ, шыв, интернет, техника пуррипе, ял хуçалăх продукцине хăйсем валли е сутлăх туса илнипе кăсăкланĕç. Ыйтусене тĕрĕс хуравласса шанас килет.

- Пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме камсем хутшăнĕç?

- Çырава нумай çынна явăçтарăпăр. Вĕсен 1,5 уйăхра темиçе яла çитме тивĕ. Уйăхри шалу – 16200 тенкĕ. Паллах, çыравçăсене пурне те планшетлă компьютерпа тивĕçтерессе кĕтнĕччĕ. Анчах федераци бюджечĕ хĕсĕккине кура унпа переписчиксен çур пайĕ кăна усă курĕ. Ыттисем машина вулакан бланкпа çула тухĕç. Росстат Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ валли 15 млн бланк пичетлемелле. Çывăх вăхăтра вăл пирĕн пата та çитĕ.

Çырав ĕçне çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракана явăçтармалла. Список хатĕр, вăй хурас текенсем нумай. Вĕсене ĕçе тытăниччен вĕрентсе хатĕрлĕпĕр. Çыравçăсене инкек-синкекрен упрама вĕсем пирки участокри уполномоченнăйне пĕлтернĕ. Инструктор участокĕсене сыхлĕç.

Хăйтытăмлăх органĕсене патшалăх пĕлтерĕшлĕ мероприяти ирттерме федерацирен 20,7 млн тенкĕ укçа куçĕ. Ăна çырав валли пÿлĕмсем уйăрма, сыхлама, транспорт, çыхăну валли ярĕç.

Çыравçăсене «Росстат» тесе палăртнă кăвак жилет, портфель, кепка, çутатакан браслет парĕç. Пурĕ 95 инструкторпа 565 çыравçă ĕçе тытăнмалла. Бюджет укçи-тенки сая ан кайтăр, çырав пуриншĕн те усăллă ирттĕр тесен çине тăрса тăрăшмалла, тĕрĕс информаци пуçтармалла.

Лариса Никитина.

 

Лариса Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.