Çырав

2 Утă, 2020

Этем кун-çулĕ мĕнпе çыхăннă?

«Пурнăç пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар», — тенĕ. Ĕлĕкхипе танлаштарсан çынсен пурнăç шайĕ халĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Ăна кура вĕсен ĕмĕрĕ те. Раççей статистики палăртнă тăрăх, 2019 çулта çĕршывра çынсем вăтамран 73 çул та 34 кун пурăннă. Ку историри çĕнĕ кăтарту 1897 çулхи пĕрремĕш çырав кăтартăвĕсем тăрăх, Раççей империйĕнче вăтамран 30 çул ытларах кăна пурăннă. Çав шутра арçынсем — 29,4, хĕрарăмсем 31,7 çул. Ку енĕпе Хĕвел анăç Европăри çĕршывсенчен тата Америкăран 10-15 çул юлса пынă.

18 Пуш, 2020

Чăваш пулсах юласчĕ

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче иртет. Çĕршывăн çитме кансĕр, аякри территорийĕсенче — апрелĕн 1 — декабрĕн 2-мĕшĕсенче. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие Муркаш тăрăхĕнче мĕнле хатĕрленнипе Чăвашстатăн районти уполномоченнăйĕ Валентина Иванова паллаштарать.
— Валентина Алексеевна, çĕршывшăн, халăхшăн, пуласлăхшăн пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленесси мĕнлерех пырать-ши?

31 Пуш, 2016

Умри çула такăрлатĕ

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ кăçалхи утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртмелле. Республикăра пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленесси мĕнле пырать-ха? Ыйтусене Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова хуравлать.

16 Нарăс, 2016

Çĕнтерÿçĕсене палăртнă

Чăвашстатăн тата «Хыпар» Издательство çурчĕн специалисчĕсенчен йĕркеленĕ комисси шкул ачисен Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне халалланă «Ялта йĕркеллĕ - çĕршывра тăнăçлă» республикăри конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна Шупашкар районĕнчи Татьяна Санчук /Шăмăш шкулĕ/, иккĕмĕшне - Дарья Сетянова /Улатăр хули, 6-мĕш гимнази/, виççĕмĕшне Леонид Тимофеев /Сĕнтĕрвăрри хули, 1-мĕш гимнази/ йышăннă. Вĕсене Дипломпа чысланă, çитес çур çулта илсе тăмашкăн «Тантăш» хаçата тÿлевсĕр çырăнса панă.

Pages