Çĕрулми мĕншĕн çĕрет?

31 Пуш, 2016

«Хресчен сасси» хаçата нумай çул çырăнса илетĕп. Унта усăллă сĕнÿсемпе, хыпар-хăнарпа паллашма пулать. Юратнă хаçатран эпĕ те пулăшу ыйтасшăн. Хуçалăхра 7-8 çул «рокко» çĕрулми çитĕнтеретĕп. Вăл япăх çанталăкра та тухăçлă пулать. Пĕр-икĕ çул ĕнтĕ чи лайăх çĕрулмине суйласа калчалантарса лартатăп. Анчах чылайăшĕ шăтмасть. Чавса кăларсан вăрлăх йăлтах çĕрнине асăрхарăм. Касса е чăмăрла лартсан та çавах. Иртнĕ çул пĕр-икĕ тăваткал метрта çу варринчех аври хăрчĕ. Çĕрулмине кăларса пăхрăм та каллех çĕрни палăрчĕ. Кăçал вăл тĕп сакайĕнче те чылай çĕрчĕ. Чир мар-ши ку?

Çуркунне çĕнĕ вăрлăх туянасшăн-ха. Анчах çĕр те чирлĕ мар-ши? Çĕрулми лаптăкне çулсерен кăшманпа улăштаратăп. Кăлариччен икĕ эрне маларах аврине çулатăп - пурпĕр çĕрет. Мĕнре-ши сăлтавĕ?

Унсăр пуçне кÿршĕсем «престиж» препарат пирки тавлашаççĕ. Пĕрисем унпа им-çамласа лартнă çĕрулми çĕрнине калаççĕ, теприсем - çук. Препарат çĕр пулăхне те пĕтерет-мĕн. Хăшĕ тĕрĕсрех-ши?

О. Карпова.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Кивĕ Атикасси ялĕ.

Сирĕн ыйтăвăра Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев институчĕн наука ĕçченĕ Светлана Константинова хуравлать:

- Эсир сăнласа панă тăрăх - çĕрулми чирленине пĕлтерет. Çавăнпа ăна йăлтах пĕтермелле, пахчана лартмалла мар. Мĕншĕн тесен чирлĕ вăрлăх çĕре те сиенлет. Лаптăка кăшманпа кăна улăштарни çителĕксĕр. Çĕрулми вырăнне кăçал нумай çул ÿсекен курăк хутăшне - клеверпа вика - акса хăвармалла. Çакă çĕр пулăхне ÿстерет, тăпрана канма, сывлама пулăшать. Виçĕ çултан тин лаптăка сухаласа каллех çĕрулми лартма пултаратăр. Унсăрăн чиртен хăпса пĕтейместĕр.

«Престиж» пирки çакна калама пулать. Препаратпа усă курнă чухне инструкцие çирĕп пăхăнмалла, палăртнинчен ытлашши ямалла мар. Унсăрăн им-çам çимĕçре пухăнать. «Престиж» пахчаçимĕçе чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен сыхлать. Пĕлсе усă курсан çĕр пулăхне сиенлемест. Анчах чирлĕ çĕрулмине унпа им-çамласа лартни усси çук, çав-çавах çĕрет.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.