Матюхин-Тютин ăрачĕ

Алла аттестат илсен, малтан картса хунă пекех, ĕне ферминелле çул тытрăм. Вунпĕр çул юнашар ларнă Митя Матюхин вара ылтăн тĕслĕ калайпа та çăрапа эрешленĕ вĕр çĕнĕ дипломатне йăтса, шоссе еннелле утрĕ. Çук, ялтан тарас шутпа мар, институтра пĕлÿ илсе каялла яла ĕçлеме, ăна çĕклеме таврăнас ĕмĕтпе каять каччă хулана. Колхоз ярать ăна зоотехника вĕренме. Тусăм класри чи лайăх вĕренекен пулнă тесе каламастăп. Аттестатсенчи паллăсем пирĕн пĕрешкелех - «тăваттăпа» «виççĕ» ылмашăнса пыраççĕ. Вĕçнерех кăна пăт-пат «пиллĕк» курăнать. Анчах Митяна мухтама пулать: çине тăма пĕлекен ача, кирек мĕнле ĕçе те вĕçне çитерет.

Абитуриентран Митя çапла студент пулса тăчĕ. Мана салтака илсе кайрĕç. Таврăннă хыççăн каллех фермăналла çул тытрăм. Тепĕр виçĕ çултан, тĕсне самаях çухатнă дипломатне вĕр çĕнĕ диплом хурса, Митя та колхоза персе çитрĕ.

- Ученăй-зоотехник ятне илтĕм, - хавхаланса калаçрĕ тусăм, - халĕ çак янравлă ята ĕçре тÿрре кăлармалла. Епле пулсан та кандидата тухмалла ман.

- Пулатăн кандидат, - хăпартлантарас килет ман юлташа. - Сан характерупа кандидат та, доктор та пулатăн. Ĕçлемелле çеç.

- Мĕнех - ĕçлĕпĕр. Пĕрле. Вĕреннĕ вăхăтрах эп план пекки хайланă. Ĕнесен çĕнĕ йышши ăратне тăватпăр санпа. Матюхин-Тютин ăрачĕ пулать вăл.

- Мĕншĕн ман хушамата кĕртен-ха ăрат ятне?

- Иккĕн ĕçлетпĕр терĕм-иç. Эсĕ ман ассистент пулатăн.

- Йывăр пулĕ вăл çĕнĕ ăрат кăларасси. Уншăн ученăйсем ĕмĕр ĕçлеççĕ мар-и?

- Пире ик-виç çул çитет. Чапа тухатпăр та.

- Пĕрер вăрттăнлăх пур-им?

– Пур çав. Чаплă идейă пур. Ман кĕлетке çÿллĕшĕ метр та 97 сантиметр. Пирĕн йăхра метр çурăран иртнисем йышлах мар. Мĕншĕн? Мĕнле фактор пур çакăнта?

- Каланине итлеменшĕн пĕчĕкрех чухне сана аçу ик хăлхунтан тытса сывлăшра çĕклесе тăратчĕ, «Ĕпхÿ курăнать-и?» - тесе ыйтатчĕ, - петĕм ятăм эпĕ, вĕсен килĕнче çакна пĕрре мар курнăскер.

- Тĕрĕс каларăн! - савăнăçлăн сиксе илнипе маччана чутах перĕнетчĕ Митя. - Апла пулсан, ман шухăш, ман идейă тĕрĕс. Халĕ çак меслетпе выльăх ĕрчетнĕ çĕрте усă курăпăр.

- Ĕнесене хăлхаран...

- Ырантан тытăнатпăр, - каласа пĕтерме памарĕ вăл.

Тепĕр кунах Митя витери уйрăм пÿлĕме тин çуралнă виçĕ пăру кĕрттерчĕ, пÿлĕм урати урлă никама каçма юраманни çинчен асăрхаттаракан хăма татки çапрĕ, алăка çăрапа питĕрсе илмелле турĕ.

- Акă пирĕн кун йĕрки, - паллаштарма тытăнчĕ ученăй-зоотехник, - кунне çак пăрусемпе виçĕ тĕрлĕ процедура ирттеретпĕр. Атте манпа ирттернĕ хайхи операцие ĕнтĕ. Эс пăрăва ик хăлхинчен тытатăн, эпĕ - хÿринчен. Çапла ик-виçĕ минут хушши турткалатпăр выльăха. Майĕпен ĕнтĕ, асăрханса. Çурăмĕнчен сăтăркалатпăр. Ĕç ăнма кирлĕ. Пĕр пăрăвне тĕкĕнместпĕр. Вăл лешсемпе танлаштармалли. Контрольнăй тейĕпĕр ăна. Виççĕшне те эсĕ пăхатăн. Çакăншăн сана хушса тÿлемелле тăвăп. Никама та кĕртместĕн кунта. Шырав-тĕпчев ĕçĕ вăл тăкаксăр пулмасть.

Палăртнă вăхăтра вăрттăн пÿлĕме кĕретпĕр. Митя пăрăвăн хÿринчен тытать, эп - ик хăлхинчен. Турткалатпăр, тăскалатпăр, сăтăркаласа яратпăр. Митян кĕтесри шкапра хулăн тетрадь пур. Унта куллен çырса пырать. Уйăх вĕçĕнче пĕтĕмлетÿ пекки тăватпăр. Ĕç харама кайманни пĕр уйăхрах паллă пулчĕ. Пирĕн икĕ пăрăвăн кевте тăршшĕ, тĕкĕнмен пăрăвăннипе танлаштарсан, пĕр сантиметр та çичĕ миллиметр вăрăмрах килсе тухрĕ. Йывăрăш виçи те пĕрешкелех темелле. Уйрăмлăхĕ грампа анчах. Виçĕ уйăхри кăтарту самаях тĕлĕнтерчĕ: пăрусен тăршшĕ 13 сантиметр вăрăмрах килсе тухать. Уйрăмах хăлхисемпе хÿрисем вăрăмланчĕç. Йывăрăш виçинче «çитĕнÿ» сахалрах - темиçе кило кăна. Çапах та пур уйрăмлăх! Çакна палăртмасăр хăварма юрамасть: юлашки уйăхри ÿсĕм пĕчĕк. Пăрусен тăршшĕ эпир туртни-тăснипе икĕ миллиметр çеç вăрăмланнă. Пире çакă савăнтарать: виçĕ пăру çине куç ывăтсан иккĕшĕ урăх ăратран пулнине такам та чухламалла. Хÿрисем - çĕртен, хăлхисем ашакăннинчен те вăрăмрах.

- Пăрусене тек тĕкĕнместпĕр пулĕ, Митя, - терĕм тусăма нумаях пулмасть. - Шăммисем хытаççĕ, шăнăрĕсем çирĕпленеççĕ. Тек тăсаймăпăр.

- Уйăхра пĕр миллиметр пулсан та тăсатпăр-ха, - тавăрчĕ вăл.

Хамăр ĕçе тепĕр çулталăка тăсма план хайларăмăр. Меслет-методика кăшт улшăнать. Вăй-хал ытларах кирлĕ пулать. Митя ĕне выльăхăн Матюхин-Тютин ăрачĕ çураласса çирĕп шанса ĕçлет. Эп те ĕненме пуçларăм. Тен, çак ăрат ыттисенчен питех уйрăлса та тăмĕ, анчах вĕсен хÿрипе хăлхи еплерех пуласси куç умне халех тухса тăрать. Матюхин-Тютин ăрачĕ пулатех, юлташсем.

Паллах, «никама усă кÿме пултарайман сăнавпа аппаланса укçана кăлăхах сăптăрса пурăнатăр» тесе хамăра хÿререн ярса илсе хăлхаран туртма тапратмасан - пулатех халиччен пулман ăрат.

Александр САВЕЛЬЕВ-САС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.