Кулăш кунĕ

31 Пуш, 2016

Матюхин-Тютин ăрачĕ

Алла аттестат илсен, малтан картса хунă пекех, ĕне ферминелле çул тытрăм. Вунпĕр çул юнашар ларнă Митя Матюхин вара ылтăн тĕслĕ калайпа та çăрапа эрешленĕ вĕр çĕнĕ дипломатне йăтса, шоссе еннелле утрĕ. Çук, ялтан тарас шутпа мар, институтра пĕлÿ илсе каялла яла ĕçлеме, ăна çĕклеме таврăнас ĕмĕтпе каять каччă хулана. Колхоз ярать ăна зоотехника вĕренме. Тусăм класри чи лайăх вĕренекен пулнă тесе каламастăп. Аттестатсенчи паллăсем пирĕн пĕрешкелех - «тăваттăпа» «виççĕ» ылмашăнса пыраççĕ. Вĕçнерех кăна пăт-пат «пиллĕк» курăнать.